Канмалли кунсенче Йĕпреç районĕнчи пĕр çуртра пушар тухнă. Кил хуçи шăратмалли лампăпа ĕçленĕ чухне питне пĕçертсе янă. Ку - хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнине пула çын больницăна лекнĕ пĕртен-пĕр тĕслĕх мар.
Ирина Николаева, Евгения Зиновьева, Виктор Степанов
Сергей питне пытарма ыйтрĕ. Вăл мунча кĕнĕ чухне пиçсе кайнă. Кунĕпе ывăнса çитнĕскер ар çын сив шыв тесе хăй тăрăх вĕрине янă. Пĕçертнĕ вырăнсене сахалтан та 2 эрне сиплеме тивнине палăртаççĕ тухтăрсем. Çак уйрăмра шăпах вĕри шывпа пиçсе кайнисем чылай. Юлашки вăхăтра электрохими суранĕсем те тĕл пулаççĕ. Ку ар çын дачăра ток памалли хатĕре çутнă чухне аманнă. Малашне вăл хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмаллине, электрике чĕнсе илмеллине ăша хывнă. Республикăри клиника больницине ачасем те сахал мар лекеççĕ. Статистика кăтартăвĕ тăрах, çулталăкран пуçласа 3 çултисем час-часах пиçсе каяççĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа Республикăри клиника больницинче 250 çынна сипленĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, пиçсе шар куракансен шучĕ сахалрах. Çапах та асăрханнулăрах пулсан, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнсан чылай чухне инкекрен сыхланма пулать.