Ирина Калентьевана тăван республика хавхалантарать

Иртнĕ вырсарникун Шупашкарта маунтинбайк енĕпе Раççей чемпионатне хутшăнакансем кросс-кантри дисциплинăра ăмăртрĕç. Пирĕн ентеш, Патăрьел районĕнче çуралса ӳснĕ Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Ирина Калентьева  ылтăн медаль çĕнсе илчĕ.
 
 Елена Дмитриева, Вячаслав Ильин, Игорь Ульянов
 
Çĕршыв чемпионатне Ирина Калентьева кăçал 23-мĕш хут хутшăнать. Пьедесталăн чи çӳлти картлашки çине вара чăваш  спортсменĕ 13 хут хăпарнă. Мала тухассишĕн хальхинче  24-ăн ăмăртрĕç. Пĕлтĕр Ирина Раççей чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çавăнпа та кăçал чемпион ятне тавăрасси  уншăн  уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнă. Хăйĕн тĕллевне вăл пурнăçларĕ - 6 çаврăма пуринчен малтан вĕçлерĕ.

Иринана хавхалантарма амăшĕ Евдокия Васильевна тата мăшăрĕ – Швейцари çынни Роджер Марк çитнĕ. Тăванĕсем савăнăçне пытармарĕç.

 Финиша иккĕмĕш Ирина Калентьевапа пĕр ялти Ольга Терентьева çитрĕ. Виççĕмĕш  вырăншăн вара хĕрÿ тупăшу пулчĕ. Бронза медале Вăрмар районĕнчи Вера Медведева çĕнсе илчĕ. Çапла майпа Раççей чемпионатĕнче пьедестала пĕтĕмпех чăваш хĕрĕсем йышăнчĕç. Халĕ вĕсем республика тата çĕршыв чысне тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче ăнăçлă хÿтĕлессе кĕтмелли юлать.