Муркаш районĕнче пиллĕкмĕш çул страуссем ĕрчетеççĕ

Чăваш Енре туристсене илĕртмелли кăсăклă вырăн сахал мар. Вĕсенчен пĕри ― Муркаш районĕнчи Виктор Мальчихин фермер хуçалăхĕ. Вăл Африка страусĕсем пирĕн тăрăхра та хăйсене лайăх туйнине çирĕплетет. Çак кайăксене 5 çул ытла ĕрчетет Виктор.
 
Алексей Енейкин, Игорь Ульянов

 
Ильинка ял тăрăхне кĕрекен 145 га çинче вырнаçнă хуçалăх хăнасене яланах тарават. Кунта 20 ытла страус пурăнать. Кайăксем çăмарта туса хăйсемех чĕп кăлараççĕ. Хĕлĕн-çăвĕн çак картасенче пурăнаççĕ. 40 градус сивĕрен пуçласа 50 градус таран шăрăха çăмăллăнах чăтма пултараççĕ.

Çав вăхăтрах страуссем мăшăрĕсене ĕмĕрлĕх суйлаççĕ. Чĕпписене те ачашлăхра ӳстереççĕ. Урăх кайăк чĕппине те йышăнма пултараççĕ. Çут çанталăкра вĕсен этемсĕр пуçне урăх тăшман çук. Страус хăйĕн çирĕп урисемпе пĕрре тапсах арăслана вĕлерме пултарать. Сехетре 70 çухрăм хăвăртлăхпа чупать. Пĕрре ярса пуссах 5 метр çула парăнтарать. Апат енчен те Африка страусĕ ним те тиркемест. Пуçне çĕр ăшне чиксе йĕке-хӳре тавраш йăвине те тустарма пултарать. Фермăра вара вĕсене çулса авăртнă курăкпа комбикорм параççĕ. Пĕр кило апат çитĕннĕ страуса талăк пурăнма çитет. Тырпулне кунти хуçалăхрах туса илеççĕ.

Фермăра страуссемсĕр пуçне ытти кайăк та нумай. Сайра тĕл пулакан павлинсемпе цесаркăсем, фазансемпе тĕрлĕ хур-кăвакал, кăрккасемпе чăхсем, хĕрлĕ кĕнекери акăшпа тăрна пур. Кайăк-кĕшĕкпе паллашас текенсем кунта кашни кунах килеççĕ. Туристсемпе экскурси ирттереççĕ.

Аякран килнĕ хăнасем кунти ятарлă пӳртсенче канма та пултараççĕ. Çак пӳлĕмре вара мастер-классем иртеççĕ. Хуçалăхри дизайнерсем кайăк тĕкĕнчен капăр япаласем ăсталанине, страус çăмартисене сăрланине кăтартаççĕ. Нумай пулмасть, вĕсем Екатеринбургра иртнĕ мода эрнинчен дипломсемпе таврăннă. Çапла, çемье ферми аталаннă май хăнасемшĕн те кăсăклăрах пулса пырать.