Мă-7 çул çинче васкавлă медицина пулăшăвĕн пункчĕ уçăлнă

Мă-7 аслă çул çинче аварисем тăтăшах пулаççĕ. Çакна статистика та çирĕплетет. Инкек пулнă вырăна тухтăрсем вăхăтра çитсе çын пурнăçне çăлса хăварма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна шута илсе Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ялĕнче васкавлă медицина пулăшăвĕн  пунктне уçнă.

Екатерина Фомина, Анастасия Евгеньева, Семён Антонов

Аслă çул хĕрринче вырнаçнă Энтри Пасар ялĕнчи медицина пунктне аварие лекнисене васкавлă пулăшу кÿме тесе йĕркеленĕ. Ку тăрăхра водительсемпе çуран çÿрекенсем час-часах пăтăрмаха çакланаççĕ. Çĕрпÿпе Куславккара васкавлă пулăшу станцийĕсем пур, паллах. Анчах вĕсен хушшинче 55 çухрăм. Çавăнпа Энтри Пасарĕнче те тухтăрсем хурал тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Лару-тăру лăпкă чухне фельдшерсем Çĕрпÿ, Вăрмар районĕсене те тухса çÿреççĕ. Сăмахран, хальхинче бригадăна кунтан 17 çухрăмра вырнаçнă яла чĕнсе илнĕ. Унта пĕр хĕрарăм асăрханмасăр пÿрнине пуртăпа касса татнă. Ăна пĕр тăхтамасăр Шупашкарти клиника больницине ăсатнă. Энтри Пасарĕнчи пункта кирлĕ хатĕрсемпе, реанимобиль машинипе тивĕçтернĕ.

Çул çинчи васкавлă медицина пунктĕнче тăрăшакансен  ĕçтешĕсемпе видеоçыхăнăва тухма та май пур. Дежурствăра тăракансене меллĕ пултăр тесе Куславкка район администрацийĕ кану пÿлĕмĕ те уйăрса панă.