Куракансене çĕнĕ майсемпе илĕртесшĕн

Василий Чапаев музейне мĕнле улшăнусем кирлĕ? Учрежденире мухтавлă çар пуçĕпе çыхăннă экспозицисене çĕнетес пирки калаçу пулчĕ.  Хула çыннисемпе хăнисене мĕнпе илĕртме палăртаççĕ?

Вероника Павлова, Семен Антонов
 
Чапаев музейĕ 44 çул каялла ĕçлеме пуçланă. Унтанпа курав хăйĕн пĕлтерĕшне пĕрре те çухатман. Экспозицисем граждан вăрçи тапхăрĕнчи япаласемпе пуянлансах пыраççĕ. Кунта музейра ĕçлекенсен çеç мар, ахаль çынсен тивĕçĕ те пур. Анчах та вăхăт иртнĕ çемĕн куракансене тĕлĕнтерме йывăртарах. Çавăнпа та экспозицисене улăштарма шутланă. Василий Чапаев тата вăл ертсе пынă дивизи пирки нихçан каламан япаласене уçăмлатма тĕллев лартнă.

Экспозицисене хальхи йышши çутă хатĕрĕсемпе тивĕçтересшĕн. Çĕнĕ технологисем граждан вăрçин историйĕпе лайăхрах паллашма май парĕç. Музей умĕнчи лаптăк та çĕнĕ япаласемпе пуянланĕ. Хальлĕхе проекта çирĕплетмен-ха. Кунта ĕçлекенсем истори тĕпчевçисен шухăшне шута илесшĕн.

Калаçу вăхăтĕнче тавлашуллă самантсем те сиксе тухрĕç. Нумайăшне уйрăмах Василий Чапаев çуралнă çурт пуласлăхĕ шухăшлаттарать.

Специалистсем дизайнерсем хушшинче конкурс ирттерес тĕллевлĕ. Чи кăсăклă проекта суйласа илсе ун тăрăх учрежденине çĕнĕ сăн-сăпат кĕртĕç.