Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Кокель пленэрĕнче ÿкернĕ хайлавсен пĕтĕмлетÿллĕ куравĕ уçăлчĕ

Кăçал чăвашсен пĕрремĕш профессиллĕ художникĕ çуралса ÿснĕ Патăрьел районĕнчи Турханта икĕ эрнене яхăн Раççейри тĕрлĕ хуларан, Беларуçрен килнĕ сăрă ăстисем ĕçленĕ, пленэр йăлипе хăйсен картинисене пулас галерея валли парнелесе хăварнă.

Марина Карягина, Виктор Степанов   
   
Куравра хăйсен ăсталăхĕпе пысăк сума тивĕçнĕ чăваш художникĕсемсĕр пуçне эпир палламаннисем нумаййи тÿрех куç тĕлне пулать. Кокель пленэрне çулсерен тĕрлĕ çĕртен урăх художниксем килнине пĕлтерет ку. Çак ырă пуçарăва йĕркелекенсенчен пĕри, Владимир Васильев профессор, пленэрăн тĕп тĕллевĕсем – Раççейри, Украинăпа Беларуçри хальхи художниксен ялти картина галерейине уçасси, патриотизм туйăмне мала хурса тăван культурăна упрасси, паянхи чăваш пурнăçне пир çине ÿкерсе ĕмĕрлĕхе хăварасси терĕ.

Тин киçчĕк тытнисем тесе Владимир Александрович Патăрьелти ÿнер шкулĕнче вĕренекенсем пирки калать. Пулас художниксене аслисем хăйсен ĕçне явăçтарма пуçлани иккĕмĕш çул. Инçетрен килнĕ пысăк ăстасемпе юнашар ÿкерсе пурăнма пÿрни ачасемшĕн чăн-чăн ăнăçу, шăпа парни. Сăмах май, вĕсен курава тăратнă пысăках мар пейзажĕсемпе натюрморчĕсене ача алли ÿкернĕ тесе те калас килмест. Художниксем те вĕсенче пысăк пуласлăх курни сисĕнет. 

Чикĕ леш енчи художниксене чĕнсе ялта çакăн пек çÿллĕ шайри курав ирттерме ансат мар. Патăрьел район администрацийĕ, вĕрентÿ уйрăмĕ, Турхан ял тăрăхĕ хăйсен çĕрĕ çинче çулсерен мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулăм вăй илнине ăнланса ĕçлеççĕ. Инçетрен килнĕ ÿнерçĕсем вырăнти халăх ытла та тарават, ăшпиллĕ пулнинчен тĕлĕнеççĕ, тăван пек кучченеçпе пыра-пыра хăналанăшăн тав тăваççĕ. Алексей Кокеле пула турхансен ырă чапĕ çапла майпа тĕнче тăрăх саланать, ĕмĕрлĕхе çырăнать.

12 çул хушшинче Турханта виçĕ çĕршыври 139 художник ĕçленĕ, пулас картина галерейи валли 150 хайлав хăварнă.