Шупашкарта авалхи хулан пайне тупнă

Тĕп хулари стройка археологсемшĕн пысăк парне пулнă. Шупашкарти Константин Иванов урамĕнче 5 хутлă нумай хваттерлĕ çурт тума палăртнă. Анчах та ĕçе пуçăниччен историшĕн пĕлтерĕшлĕ лаптăка тĕпчеме шутланă.

Алексей Енейкин, Екатерина Храмкина, Михаил Солин

Введени чиркĕвĕнчен инçех мар вырнаçнă лаптăкра археологсем пысăк шырав ирттереççĕ. Паха ĕçе эрне каялла пуçланă. Кĕске вăхăтрах чылай кăсăклă япала тупма ĕлкĕрнĕ.

Тĕпчев ĕçне студентсемпе волонтерсем те хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем кунта чĕрчун шăммисем, пăхăр, бронза тата ытти тимĕр тавраш тупнă. Вăл шутра пушар сӳнтернĕ чух усă курмалли пакур та.

Шыравçăсене халĕ пуринчен ытла 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче кирпĕчрен тунă утмаçул кăсăклантарать. Унăн тăршшĕ 100 метр ытла. Тротуара ун чухнехи Красноармейски урамĕпе юнашар сарнă. Вăл ăçта çити тăсăлнине археологсем хальлĕхе пĕлмеççĕ. Кăçал кунта пулас çурт вырăнне кăна тĕпчеме палăртнă. Ăсчахсем çитес вăхăтра нӳхрепсем е тĕрлĕ çӳп-çап шăтăкĕсем тупма пултарнине калаççĕ. Пĕтĕмпе вĕсен пин ытла тăваткал метр лаптăк çинче чавмалла. Çак ĕçе хутшăнас текен ытти çынна та кăмăлпах йышăнаççĕ. Волонтерсене пĕр сехет ĕçленĕшĕн 100 тенкĕ тӳлеççĕ.