Чăваш академи драма театрĕ „Анисса“ ятлă çĕнĕ спектакль хатĕрленĕ

Премьера ыран пулать. Ăшă кунсене килтех ирттерекенсемшĕн ку чăннипех те пысăк парне.
 
Александр Осипов, Валерий Резюков

Çын яланах пĕр. Ĕлĕк-авал та паянхи пекех юратнă, савăннă, кĕвĕçнĕ, тӳснĕ. Этемлĕх вара пурнăçа хăйне майлă, вăхăт пусса хывакан çулпа майлаштарса, тÿрлетсе пырать. Вуннăмĕш спектакль хатĕрлерĕ театрта Наталья Сергеева режиссёр. Пурте вĕсем чунлăхпа, çын тивĕçĕпе çыхăннă хайлавсем. Ĕç-пуç хальхи саманара пулса иртет-и е ĕлĕк-авал - çавах та мĕнлерех вăл чăваш çынни тата унăн ăс-хакăлĕ? Çак кăткăс ыйтусене режиссёр çав тери çивĕч кăтартмашкăн тăрăшать.

Спектакле Александр Кăлкан çырнă драмăн малтанхи варианчĕ тăрăх хатĕрленĕ. Паллă çыравçă хăй вăхăтĕнчи чăвашсен пурнăçĕпе шухăш-кăмăлне тарăн тĕпченĕ. Анчах та ун чухнехи идеологи политикипе редакторсем чылай япалана чĕрсе пăрахнине пула, пьесăри шухăшĕсемпе туйăмĕсене куракансемпе вулакансем патне туллин çитереймен автор. Спектакле лартакансемпе артистсем чăваш пурнăçне илемлĕ юмах евĕр кураççĕ. Çакна туйма Лолита Чекушкинан музыкипе Светлана Зверева художник ĕçĕсем пулăшаççĕ. Персонажсем хушшинче пулса иртекен пăтăрмахсем драмăри лару-тăрăва пăтратсах пыраççĕ.

Телей пĕрлештерет, çуклăх уйăрать, тет. Ĕлĕк-авал та, паян та çын ăраскал шырать. Кашни саманара телейе хăйне майлă ăнланнă пулсан та, ăна яланах юратупа çыхăнтарнă. Тĕнчери çак чи хăватлă туйăмсăр ним те пулмасть: килĕшӳ те, тулăх пурнăç та, илемлĕ малашлăх та. Вăй хумасăр, кĕрешмесĕр чăн юратăва тупаймăн, тесе каласшăн спектакле хатĕрлекенсем.