Кунти урамсенче хытхура кашласа лармасть

Етĕрне районĕнчи Качикассинче халăх пуçарăвне тĕп вырăна хураççĕ. Çак ялта пурăнакансем пур ĕçе те хăйсен укçипе тăваççĕ, никамран та пулăшу кĕтсе лармаççĕ. Çавăнпах кунти урамсем çулран çул илемленсе пыраççĕ.

Надежда Александрова, Виктор Степанов

Кирек ăста та çирĕп хуçа пулсан кăна йĕрке пулать. Качикасси  ял старости Сергей Антонов шăпах çавнашкал çынсенчен пĕри. Вăл тăрăшнипе кунта нумай ĕç-пуç туса ирттернĕ. Халĕ вара урамри курăка çулма вăхăт çитнĕ. Çынсене тархаслама кирлĕ мар: ялшăн усăллă ĕç тунине пурте лайăх ăнланаççĕ. Пĕрлехи вăйпах пĕвене йĕркене кĕртнĕ. Унта халĕ катамаранпа ярăнма пулать.

Хăтлă пĕве пурне те илĕртет. Ытти ялтан та килеççĕ кунта. Уйрăмах ачасем кăмăллă.

Виçĕ çул каялла вара çынсем хăйсен вăйĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене сума суса палăк лартнă. Пысăках мар ялтан вăрçа 56-ăн тухса кайнă. Фронтран 24-шĕ таврăнайман. Ял çыннисем палăка тирпейлесех тăраççĕ.

Качикассисен тĕллевĕсем пысăк. Вĕсем ялта тата тепĕр пĕве пĕвелесшĕн, пĕр урамра çул сарасшăн. Çакна тума вĕсем халăх пуçарăвне пурнăçа кĕртмелли программăпа усă курасшăн.