Эстонире пурăнакан ентеш нумай çул тăван культурăна упраса хăварас тесе тăрăшть     

Чăваш Енрен аякра пулсан та, тăван культурăна манăçа кăлармаççĕ. Наци пĕрлĕхĕн диаспорисем тĕрлĕ регионта кăна мар, ытти çĕршывра та тухăçлă ĕçлеççĕ. Таллинра пурăнакан Ираида Захарова вара чăваш чĕлхине Эстони радиовĕпе янратать. Мал ĕмĕтлĕ хĕрарăмăн ырă ĕçĕсемпе Алексей Енейкин кăсăкланчĕ.

Алексей Енейкин, Павел Иритков

Ираида Захарова Елчĕк районĕнчи Тӳскелте çуралса ӳснĕ. Питĕрти тата Мускаври коопераци институчĕсене пĕтернĕ хыççăн, 1985 çулта ăна шăпа Таллин хулине илсе çитернĕ. Унта вăл суту-илӳ ĕçĕнче тăрăшнă. Совет Союзĕ салансан та Ираида Витальевна çемйипе Эстонирех юлма шутланă. Вăхăт иртнĕ çемĕн тăван халăхшăн ытларах та ытларах тунсăхлама пуçланă. Унтах вăл ентешсемпе паллашса чăваш культурин ушкăнĕнче ĕçлесе кайнă.

Ираида Витальевна тăван культура пуянлăхĕпе ытти халăха та паллаштарас тесе, чăвашсем çинчен эстони чĕлхипе ятарлă кĕнеке кăларнă. Вĕренӳ министерстви урлă ăна шкул программине те кĕртнĕ.

2012-мĕш çулта Ираида Таллинра чăваш тумĕн музейне уçнă. Çулран-çул экспозицине пуянлатса пырать.

Миллион та 400 пин çын пурăнакан çĕршыв 9-мĕш çул чăвашла радио итлет. Çакă пĕтĕмпех Ираида Захарован тивĕçĕ. Уйăхра пĕрре вăл Эстонири ентешсене валли тăван чĕлхепе «Ăраскал» ятлă радиокăларăм хатĕрлет.

Тăван халăхшăн кашни çулах мĕнле те пулин куçкĕрекен усăллă ĕç тăвать аякри ентеш. Сăмахран, чăвашран тухнă Петр Егоров архитектор проекчĕпе тунă Пярну хулинчи кăçал 250 çул тултаракан чиркĕве халалласа маркăсем те кăларма пултарнă.

Таллинри чăваш культурин ушкăнĕнче халĕ 30-а яхăн çын кăна пулин те, кашниех пĕчĕк ĕçсем урлă та пулин халăхра чăвашлăх туйăмне сарма тăрашать. Эстонире халĕ пĕтĕмпе пин ытла чăваш пурăнать.

Ираида Витальевна Чăваш Енри ентешсемпе ытларах çыхăну тытасшăн. Пĕрле пулсан темле пысăк ĕмĕте те пурнăçа кĕртме самай çăмăлрах пулнине калать.