Обществăлла пĕрлешÿсен хастарĕсем тĕп хулари заправкăсене тĕрĕслерĕç

Республикăри автомобилистсен пĕрлешĕвĕн тата Халăх фрончĕн хастарĕсем тĕп хулари топливо станцийĕсене тимлĕх уйăрчĕç. Хăш заправкăсем тĕрĕс ĕçлеççĕ тата ăçта çитменлĕхсем пур?  Леонид Петров корреспондент каласа кăтартать.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Водительсене заправкăсенче бензина туяннă чухлех ярса пани кăсăклантарать. Вĕсем иккĕленнине тăтăшах пĕлтереççĕ. Çакна шута илсе обществăлла пĕрлешÿсенчи хастарсем черетлĕ тĕрĕслеве тухрĕç. Пĕрремĕш чарăну Ярославль урамĕнчи станцире пулчĕ. Саккун  потребителе бензин калăпăшне виçме ирĕк  парать пулин те, заправкăра ĕçлекенсем çакна тума чарчĕç. Çитменнине,  топливо пахалăхне çирĕплетекен сертификата та кăтартмарĕç. Апла пулин те водительсем кунти топливăпа кăмăллă.

Вăрман урамĕпе вырнаçнă станцире вара тĕрĕслев лăпкă иртрĕ. Кунта ĕçлекенсем тĕрĕслекенсене хатĕрленнĕ пекех кĕтсе илчĕç. Кирлĕ пур документа кăтартрĕç. Бензина та баксене нормăна пăхăнса тултараççĕ. Хастарсем унтан Çурçĕр - хĕвеланăç  микрорайонне çул тытрĕç, чи анлă усă куракан топливо маркисене тĕрĕслерĕç.

Тĕрĕслекенсем пурĕ 10 адреспа пулчĕç. Тупса палăртнă çитменлĕхсем пирки яваплă органсене пĕлтерĕç.