Çынсем кунта сĕм авалах пурăннă

Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем çак кунсенче Сăр тăрăхĕнче, Етĕрне çывăхĕнче, археологи шыравĕнче пулчĕç. Вĕсем кĕске вăхăтрах темиçе теçетке тĕрлĕ экспонат тупнă. Специалистсем кунта авалхи хулаш пулнă теççĕ. Шырава хутшăннă çамрăксемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕл пулчĕ.

Надежда Александрова, Виктор Степанов

Студентсем палаткăсенче пурăннă. Вĕсене Пĕрçырлан ял çыннисем хапăл туса кĕтсе илнĕ. Вырăнти утарçă хăйĕн çурчĕпе усă курма ирĕк панă.

Студентсен каласа кăтартмалли темĕн чухлех. Вĕсем авалхи хулаш пулнă вырăна шыраса тупнă. Ку вăл пысăк археологи  палăкĕ шутланать. Пурĕ 450 тăваткал метр лаптăк йышăнать. Кунта тĕлĕнмелли нумай.

Археологи экспедицине историпе географи факультетĕнчи 17 çамрăк хутшăннă. Кашниех практикăна усăллă ирттерес тĕллевлĕ.

Пĕр эрнере студентсемпе преподавательсем 500 ытла савăт-сапа пайне чакаласа кăларнă. Вĕсене тăмран çак вырăнтах ăсталани паллă. Анчах та авалхи çынсем аякран кӳрсе килнисемпе те усă курнă. Çавăн пекех хулаш вырăнĕнче масар тупнă. Çынсене ун чухне тарăн мар пытарни шыравçăсене тĕлĕнтернĕ. Кунта христианство тĕнне ĕненекенсем канлĕх тупни паллă. Арçын е хĕрарăм пулнине калама хĕн. Кашни аваллăх тĕпренчĕкне асăрханса, питĕ ерипен туртса кăлараççĕ студентсем. Çак тăрăхра «хура» шыравçăсем те хуçаланма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем çĕре ним шеллемесĕр çавăрттарса тухнă. Тимĕр-тăмăр тата ытти хаклă япала анчах кăсăклантарнăран, васкаса ĕçленĕ. Археологсем вара хăйсен тивĕçне тӳрĕ чунпа пурнăçлаççĕ.