Республикăри вăрмансенче хурт-кăпшанкăна хирĕç кĕрешеççĕ

Чăваш вăрманĕсене сăтăр тăвакан нăрăсем тухнă. Халĕ вĕсене ĕрчеме уйрăмах лайăх вăхăт. Хурт-кăпшанкă  хыр-чăрăша сиен кӳнипе пĕрлех, йывăç-хунавсене тĕп тăвакан ытти сăтăрçăна ертме пултарни хăрушă. Вăрман тата ял хуçалăх асăрхавĕнче  тăрăшакансем  сиенлĕ хурт-кăпшанка тупса палăртса, вĕсене хирĕç кĕрешессипе  ĕçлеççĕ.

Ирина Николаева, Виктор Степанов

Вăрман сывлăхне асăрхаса тăракансемшĕн кашни йывăç-тĕм хăйне мĕнле туйни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сергей Михайлов вăрманçăпа Евгений Косарев патшалăх инспекторĕ хурт-кăпшанкă çулĕсене, йывăç кĕрпи пуррипе çуккине  тĕпчеççĕ. Хырпа чăрăша сиен кӳрекен нăрăсене кăçал Йĕпреç, Канаш, Вăрнарпа Шăмăршă вăрманĕсенче тупса палăртнă. Хальлĕхе сăтăрçăсем 52 пин гектар çинче ĕрченĕ.

Çĕртме уйăхĕнчен пуçласа авăн уйăхĕччен усач нăрă йышлă аталанать. Малтанах çак  кăпшанкă ешĕл туратпа апатланса йывăçа сиен кӳме пуçлать. Кайран амисем хыр е чăрăш  хуппине шăтарса çĕршер çăмарта хураççĕ. Ӳснĕçемĕн нăрă хурчĕсем  хунава тарăнрах кĕрсе урлă-пирлĕ çӳреме пуçлани сăтăр тăвать. Йывăç сĕткенĕпе апатланса хĕл каçнă хыççăн, тепĕр çуркунне, хăш-пĕр чухне 2 çултан та нăрăсем çитĕнеççĕ.  сиен кӳме пултаракан тепĕр сăтăрçă - пурçăн лĕпĕшсем. 4 çул каялла вĕсене Йăлăмра тупса тĕп тунă хыççăн, лару-тăрăва асăрхасах тăмалла. Лĕпĕш хурчĕсем, саранча пек, шăл айне мĕн лекнине пĕтĕмпех çаратса хăвараççĕ.

Вăрмана сиен кӳрекенсене тупса палăртас тесе  специалистсем ятарлă серепесемпе сунара тухаççĕ.

Усачсем пушар пулнă  тата хыр-чăрăша çил-тăвăл хуçнă вырăнсенче ытларах иленеççĕ. 2-4 сантиметр пысăкăш нăрă çĕршывра çулсерен гектарĕ-гектарĕпе вăрман пĕтерет. Специалистсем капкăнсене 10 кунта  пĕрре тĕрĕслесе тăраççĕ.

Сиенлĕхне кура хырпа чăрăш нăррисене ял хуçалăх асăрхавĕ карантинлисен йышне кĕртнĕ. Çавна май сăтăрçăсене  тупса палăртнă вăрмана ирĕк памасăр  илсе тухма юрамасть. Усачсене улатаккасем кăмăллаççĕ пулин те, хурт-кăпшанкăсене вĕсен вăйĕпе кăна пĕтерме пулмасть.

Ял хуçалăх асăрхавĕнче тăрăшакансем Чăваш Енре 345 феромонлă капкăн вырнаçтарнă. Вĕсем вăрманта çеç мар, сад-пахчана сăтăр тăвакансене те тупса палăртма пулăшаççĕ.