Чиркĕве çамрăксем те çÿреççĕ

Чăваш Енре православи тĕнне ĕненекен çамрăксен слечĕ пĕрремĕш хут иртрĕ. Тĕл пулăва Сĕнтĕрвăрри епископĕ Игнатий йĕркеленĕ. Унта пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çитсе килчĕ.
 
Алексей Енейкин, Наталия Егорова, Семен Антонов
       
Православи çамрăкĕсен уявĕ Сĕнтĕрвăрринчи чи илемлĕ вырăнта - Патша тăвĕ çинче иртрĕ. Тĕл пулăва хутшăнакансем сăрт айккинчи лапамра хӳшĕсем карса лагерь йĕркеленĕ. Унта вĕсем 3 кун пурăннă. Пĕрле ирхи-каçхи кĕлĕсем ирттернĕ, кăвайт умĕнче тĕн пирки калаçнă. Пушă вăхăтра хула тăрăх экскурсипе çӳренĕ, тĕрлĕ вĕренӳ лаптăкĕнчи ĕç-пуçа хутшăннă.

Савăнăçлă тĕл пулу культура çуртĕнче уçăлчĕ. Игнатий атте çамрăксене Шупашкарпа Чăваш Ен митрополичĕн çырăвĕпе паллаштарчĕ. Пĕрле пулнă вăхăта чуншăн усăллă ирттерме сунчĕ. Паянхи çăмăл пурнăçра çакă уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халĕ çамрăксене чылай астармăш илĕртет. Çавăнпа та çитĕнекен ăрăва усал ĕçрен пăрса ăс-хакăл пуянлăхне упрама вĕрентесси пирки калаçу пычĕ. Çак ĕçре пĕр шухăшлă çынсем пысăк çитĕнӳ тума пултараççĕ.

Пĕрремĕш слёт православи ыйтăвĕ чылай çамрăка кăсăклантарнине кăтартрĕ. Тĕн пирки ытларах пĕлес текенсем нумайлансах пыраççĕ. Çавăнпа та çак форум малашне йăлана кĕрес шанăç пур.