Шупашкарта Питĕрти этнографи музейĕнчи экспонатсемпе паллашма пулать

Чăваш наци музейĕнче тĕрлĕ халăх тум-тирне халалланă чаплă курав ĕçлет. Унта 19-20-мĕш ĕмĕрсенче ăсталанă çи-пуçпа çав тапхăрти япаласемпе паллаштараççĕ. Экспонатсене Питĕрти Раççей этнографи музейĕнчен илсе килнĕ.
 
Елена Дмитриева, Вадим Владимиров

Хĕрарăм, арçын, ача-пăча çи-пуçĕ. Вăл шутра атă-пушмак, пуçа тăхăнмалли хатĕрсем,  масмаксем – мĕн кăна çук кунта. Куравра пĕтĕмпе 200-е яхăн экспонат. Вĕсем Атăл, Урал тăрăхĕсенче, Вăтам Азире, Кавказра, Инçет хĕвелтухăçĕнче, Çĕпĕрте пурăнакан халăхсен тум-тирĕпе паллаштараççĕ. Çак илемлĕ костюма, сăмахран, ылтăн çипсемпе эрешлесе капăрлатнă. Пĕр чечеке кăна ăстасем уйăх тунă.  Экспозицире 40 ытла халăх  тĕррине курма пулать.

Куравра тĕрлĕ уяв, туй тумĕсене  кăтартнă. Пĕртен пĕр экспонат -  ĕç кĕпи. Ăна вырăссем курăк çулнă чухне тăхăннă. Тĕлĕнмелле уйрăмлăхсенчен пĕри — саппунĕ çине хуçин ятне тĕрлени. Раççейри этнографи музейĕнче чăваш халăхĕн 4 пин ытла çи-пуçĕ упранать. Вĕсенчен пĕр пĕчĕк  пайне халĕ Шупашкара илсе килнĕ.

19-мĕш ĕмĕрте атă-пушмака та тĕрленĕ. Уйрăмах çут çанталăка сăнланă: чечексем, йывăçсем тата ытти те. Куравра патшасен тум-тирĕ те пысăк вырăн йышăнать. Çак кĕпене Иккĕмĕш Александрăн аслă ывăлне Николая БухарА эмирĕ парнеленĕ.

Куравра Мария Федоровна патша тумĕпе те паллашма пулать. Сăмахран, çак кĕпене 1888 çулта ăна кабардинсем парнеленĕ. Питĕ илемлĕ пурçăн çинче ылтăн çипсемпе тĕрленĕ. Çак кĕпе шыв айне те пулнă, анчах хăйĕн илемне пĕртте çухатман.

Чаплă курав çавĕпех ĕçлĕ. Тĕп хула çыннисемпе хăнисене музейра авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен кĕтеççĕ.