Елчĕк районĕнче пултаруллă, çав вăхăтрах сăпайлă маçтăр ĕçлесе пурăнать

Унăн кил-çурчĕ чăн-чăн галерейăна аса илтерет, сăрă ăсталăхĕпе кăсăкланакансене тата ÿнере кăмăллакансене илĕртет. Елчĕк районĕнче пурăнакан Римма Парферьева художник ятарлă куравсем йĕркеленĕ пулсан, тен, халиччен çĕршыв шайĕнче те палăрнă пулĕччĕ.

Алексей Енейкин, Семен Антонов

Этем хăйĕн пурнăçне хайех илемлетет. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Римма Парферьева пирки çапла каласан пĕрре те ытлашши пулмĕ. Ӳнерçĕ кил-çуртне пĕтĕмпех хăй аллипе капăрлатать. Чăн илем пăлтăртанах пуçланать. Стена çинче пĕр пушă вырăн та çук, йĕри-тавра куçа савантаракан ӳкерчĕк. Кунта вăл хăйĕн ачалăхне сăнланă.

Римма Витальевна шкул хыççăн Костромари ӳнер училищинче вĕреннĕ. Унтан тăван колхозра художник-оформительте тăрăшнă. 1991-мĕш çултанпа Елчĕкри ӳнер шкулĕнче ачасене илем тĕнчине туйма вĕрентет, çĕршыв шайĕнчи конкурссенче çитĕнӳсем тума пулăшать. 12 çул каялла художник педуниверситетри ӳнерпе графика факультетне пĕтернĕ. Тĕрлĕ ăсталăх мелне алла илнĕскер турă панă талантпа туллин усă курма пуçланă. Акварель, гуашь, çуллă сăрăсемпе калапăшлă ӳкерчĕксем тума пуçланă. Вĕсенче вăл тăван тавралăха, авалхи ял пурнăçне, асламăшпе ӳснĕ ачалăхне сăнлать.

Тĕпеле иртсен куç умне вырăс халăхĕн паллă юмахĕсем тухса тăраççĕ. Вĕсене ӳнерçĕ хăй курнă пек сăнланă. Кунтах хуçалăхри хатĕрсем те хăйне евĕрлĕ эрешсемпе тыткăнлаççĕ. Ывăссене художник хохлома, городец тата жостово мелĕсемпе илемлетнĕ. Ал ĕç ӳнерĕн мĕн пур енĕпе ĕçлеме ăста Римма Витальевна: батик, гобелен тата ытти те. Типнĕ çулçăран та тĕрлĕ ӳкерчĕк ăсталать вăл. Кунтах çăмран тунă картинăсем пур. Унсăр пуçне хĕрарăм йывăçран пĕчĕк арча тавраш, хăва хуллинчен карçинккасем явса çыхать, тăмран Филимоновопа Дымково теттисене ăсталать. Хăйĕн пултарулăхне мăнукĕсене вĕрентет. Тĕрлĕ халăх йăли-йĕрки урлă чăваш ачисем тăван çĕре ан манччĕр тесе тăрăшать.