Тани Юнăн вилтăприне тирпейлерĕç

Чăвашсен пĕрремĕш киноактерĕ, драматург тата куçаруçă Тани Юн çуралнăранпа кăçал 115 çул çитрĕ. Етĕрнесем ентешĕн çутă сăнарне асра тытса, çамрăк ăру тăван халăхăн пултаруллă хĕрне пĕлсе, сума суса ÿстĕр тесе чылай тăрăшаççĕ. Нумай пулмасть чурпайсем Тани Юнăн вилтăприне тирпейлерĕç.

Марина Карягина, Олег Цыпленков

Асăнакан пур чухне çын вилĕмсĕр, теççĕ. Тани Юн ĕçĕсем – тăван халăх ĕмĕр асра тытмалăх. Чăвашсен пĕрремĕш киноçăлтăрĕн вилтăприйĕ çине пуçтарăннисен хальччен ниçта çырманнине каласа памалли те пур. Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан Валерий Судаков Татьяна Степановнăн çав ялти хĕресна хĕрĕ патне янă çырăвĕсене илсе килнĕ. Актрисăн еткерĕпе интересленекенскер, унăн шкулти дневникĕсене те упрать-мĕн. Тани Юна асăнма, ун вилтăприне тирпейлесе хăтлăх кĕртме, сĕтел лартма Карачурари масар çине Шупашкартан Чăваш кинематографисчĕсен пуçлăхĕ Олег Цыпленков, актрисăн тăванĕ Светлана Березкина сăвăç, Пĕрçырлан ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем килнĕ.

Пĕрçырлан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Михаил Казанбаев 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче, тĕнчери киноискусство йăл илме кăна пуçланă йывăр тапхăрта, Европа шайĕнче ĕçлеме пултарнă мухтавлă ентешĕн ырă ятне çĕклесси хăйсенчен нумай килнине палăртрĕ.

Пĕрçырлан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Тани Юн çуралса ÿснĕ Чурпай ялĕнчи çамрăксен урамне чаплă ентешĕн ятне парас енĕпе ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ.