Тĕп юсав программипе Шупашкарта 4 çулта 40 çуртри лифтсене çĕнетнĕ

Çак ĕçе тума çур миллиарда яхăн тенкĕ тăккаланă. Пĕлтĕр юсав валли аукционсем ирттерсе 130 миллион тенкĕ перекетленĕ. Çав укçан пĕр пайĕпе 139-мĕш стрелок дивизийĕн урамĕнчи çуртсенчи лифтсене улăштарнă. Çĕнĕ хатĕрсене хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хак пачĕ.

Леонид Петров, Семен Антонов

Кивĕ лифтсене улăштармалли программăна лекес тесен çынсен темех тăвас çук. Тĕп юсавшăн килекен квитанцисене çеç вăхăтра тÿлесе тăмалла. 139-мĕш стрелок дивизийĕн урамĕнчи 8-мĕш тата 10-мĕш çуртсенче пурăнакансем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Вĕсенче тĕп юсавшăн пурăнакансен 90 проценчĕ тÿлет. Çавăнпа та лифтсене пĕр сăмахсăр улăштарма килĕшнĕ. Унчченхисем кунта 38 çул ĕçленĕ.

Чăн та, подряд организацийĕн айăпне пула, юсав вăраха кайнă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕпе йĕркеленĕ «Тÿрĕ линие» шăнкăравлани çеç лава вырăнтан тапратнă.

Тĕп хулара кăçал 18 çуртра ырă улшăну пулнă. Пурĕ 81 лифт улăштарнă: Ленинла Комсомол, Пролетари тата Чапаев урамĕсенчи çуртсенче. Çитес вăхăтра Максим Горький проспектĕнчи 39-мĕш тата Шумилов урамĕнчи 31-мĕш çуртсенче çĕнĕ лифтсем хута яма палăртнă.