Художник пулассине ачаранах пĕлнĕ

Çĕнĕ Шупашкарти ӳнер музейĕнче Юрий Алексеев художник ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Автор пĕр çĕре тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ жанрпа ăсталанă картинăсене пуçтарнă.

Надежда Александрова, Виктор Степанов  

Юрий Михайлович ача чухнех ÿкерме юратнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра ăна тăтăшах стена хаçачĕ кăларма шаннă.

Шкул хыççăн ăçта вĕренме каясси иккĕлентермен Юрий Алексеева. Вăл Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ӳнерпе графика факультетне çул тытнă. Унта Николай Овчинниковпа Ревель Федоров художниксем патĕнче ăсталăхне туптанă. Аслă шкулта вĕреннĕ чухне уйрăмах портретсем ÿкерме кăмăлланă.

Ÿнерçĕн портречĕсем хăйнеевĕрлĕ те тарăн шухăшлă. Акă - строителе халалланă ӳкерчĕк, кунта вара ăслăлăх тытăмĕнче тăрăшакана хисеплесе сăнланă.

Юрий Алексеев çавăн пекех йывăçран тата гипсран илемлĕх касса кăларма юратать. Унсăр пуçне вăл тĕрлĕ объект проектне тума хутшăннă, дизайн енĕпе ĕçленĕ. Курав утă уйăхĕн вĕçĕччен пырĕ.