Республикăри икĕ районта чăх-чĕп йышлă вилнĕ

Патăрьел тата Комсомольски тăрăхĕсенчи 3 килте харăсах 49 пуç пĕтнĕ. Çавна май Ял хуçалăх министерствин чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. 

Леонид Петров, Семен Антонов  

Пăтăрмах пирки ветеринари службине çынсем хăйсем пĕлтернĕ. Чăх-чĕп кĕлеткисене лабораторире тĕпченĕ хыççăн, вĕсен кайăк-кĕшĕк грипĕ пулнине çирĕплетнĕ. АШ 5 вируса тĕрĕсрех палăртма специалистсем материала Владимир хулине ăсатнă. Халĕ чăх-чĕпе ăçтан кÿрсе килнине  тĕпчеççĕ.  Ял хуçалăх министерствинче кайăк – кĕшĕке ветеринарсем сутма ирĕк панă усламçăсенчен çеç туянма юранине асăрхаттараççĕ.

Чире тупса палăртнă вырăнсенчен 10 çухрăм таврари ялсенче сăнав зонине йĕркелеме йышăнчĕç. Çав лаптăкри чăх-чĕпе ветеринарсем асăрхаса тăрĕç. Чир-чĕр сарăласран кайăк-кĕшĕке вăхăтлăх ирĕке кăларассинчен тăхтаса тăни пулăшĕ. Тĕрĕслев органĕсем чирлĕ чăх-чĕпе урăх ăçта сутăнма пултарнине тĕпчĕç. Ку ĕçе йĕрке хуралçисене те явăçтарĕç. Сăмах май, çак амака Чулхула облаçĕнче те тупса палăртнă.  Тухтăрсем чирлĕ чăх-чĕп çывăхĕнче пулнă 20 çыннăн сывлăхне  3 эрне асăрхаса тăрĕç. Хальлĕхе вĕсен грипп палли çук, апла пулин те больницăсенче вырăнсем хатĕрленĕ. Усал вирус кăçал Самар, Пенза, Орел, Липецк облаçĕсенче хуçаланнă. Халĕ çак йыша пирĕн республика та кĕчĕ.