Çĕрпÿ районĕнче „Уй кунĕ“ уçăлчĕ

Ял хуçалахĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паян çĕр ĕçченĕсем Çĕрпÿ районĕнче паллашрĕç. Унта „Уй кунĕ“ курав уçăлчĕ. Хире мĕнле техника кăлармалла, мĕн акмалла – тĕплĕнрех сюжетра.
 
Екатерина Фомина, Анастасия Евгеньева, Виктор Степанов
 
„Уй кунĕ“ курава республикăра йăлана кĕртнĕ ĕнтĕ. Ку вăл пĕр - пĕринпе курса калаçмалли, ыттисен опычĕпе паллашмалли лапам. Кăçал унта Раççейри 12 регионтан 46 компани  хутшăнать. Курма килекенсене вĕсем 100-е яхăн  тĕрлĕ техникăпа паллаштарчĕç. Ăна çĕнетсех тăмаллине хуçалăх ертÿçисем лайăх ăнланаççĕ. Унсăрăн тухăçа хиртен хăвăрт, тăкаксăр пухса кĕртме йывăртарах.  Суйламалăх вара пур.

Сăмах май, республикăри темиçе хуçалăх çак кун техника паркне пуянлатрĕ. Çавăн пекех курава компанисем вăрлăх, удобрени, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли им-çам кÿрсе килнĕ. Ял хуçалăхĕнчи ыйтусене вара Республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа сÿтсе явма май пулчĕ.   

Ял хуçалăхĕн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн уй-хирĕнчи сăнав лаптăкĕнче мĕн тĕрлĕ культура çитĕнмест пулĕ. Ÿсен-тăран сорчĕсен уйрăмлăхĕсем пирки специалистсем каласа кăтартрĕç. Çавăн пекех „Уй кунне“ хутшăнакансем трактор-шоу курса кăмăлĕсене çĕклерĕç.