Чăн-чăн уяв ырă ĕçсемпе асра юлĕ

Вăрнар районĕнчи юпшикялтăрасем ял кунне паллă турĕç. Савăнăçлă лару-тăрура шыва кĕрсе тасалмалли сăваплă вырăн тата çĕнĕ çулсем уçрĕç.

Алексей Енейкин, Михаил Солин

Юпшик Ялтăра 19-мĕш ĕмĕрте никĕсленнĕ пысăках мар ял. Кунти икĕ урамра халĕ 70 ытла хуçалăх, пĕтĕмпе 155 çын пурăнать. Ял варринче Тепен çырмине пĕвелесе кӳлемĕш евĕр кану вырăнĕ тунă. Шывра кайăк-кĕшĕк савăнать, çывăхри культура çурчĕ умĕнчи лапамра халăх уявсем йĕркелет. Ял кунне паллă тăвассине юпшикялтăрасем 16 çул каялла пуçарса янă. Унтанпа ял илемленсех пырать. Иртнĕ çулсенче кунта пурăннă Владимир Владимиров тăрăшнипе пĕве çумĕнче Афганистанри  вăрçăра çапăçнисен аллейи кашлама пуçланă. Шел пулин те, хăюллă салтак пĕлтĕр сарăмсăр çĕре кĕнĕ. Унăн çутă ĕмĕчĕсене халĕ Вадим шăллĕ пурнăçа кĕртет. Нумай пулмасть вăл пулăшнипе ялта пысăках мар часовня туса лартнă.

Шыва кĕмелли вырăна уяв кунĕ кĕл туса Владимирти Турамăш ячĕпе уçрĕç.

Шыва кĕмелли таса вырăна пĕве çумĕнчи çăл-куçпа юнашар тунă. 2010-мĕш çулхи типĕ çулла кунта ял халăхĕ пусă чавнă. Унти тăрă шыв халĕ купеле юхса кĕрет. Ăна пачăшкă кĕлĕ туса тасатнă хыççăнах уява пухăннисем сăваплă вырăнта чӳхенме васкарĕç.

Уява тĕрлĕ районтан Афганистанри  вăрçă ветеранĕсем те йышлăн пухăнчĕç. Çак ялти ырă ĕçсене пуçарса янă Владимир юлташне аса илчĕç.

Юпшик Ялтăрара çĕнĕ çулсем те уçрĕç. Икĕ урамра 1275 метр тăршшĕ хăйăрпа чул сарма тĕрлĕ хыснаран миллион та 600 пин тенкĕ усă курнă. 17 процентне ял-йыш пухса панă. Çак Хăмла çырли урамне, сăмахран, ку таранччен сĕт машини те кĕреймен пулнă. Халĕ вара кунта хурçă утсем пĕр чăрмавсăр çӳреççĕ. Ялти улшăнусем савăнăçлă уяв ирттерме пысăк сăлтав пулнă.

Юпшиксене ял кунĕнче Вăрнар тăрăхĕнчен тухнă паллă юрăçсем саламларĕç. Уяв ячĕпе асра юлмалăх концерт парнелерĕç.