Никита Бичурин тĕпчевçĕ тăван ялĕ чиперленсе улшăнма пултарĕ

Педагогика университечĕн дизайн тата ÿнерпе графика кафедрин студенчĕ Алла Зайцева ăна тирпей - илем кĕртмелли проект хатĕрленĕ. Унпа пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ.

Екатерина Фомина, Ирина Ромадова, Вадим Владимиров

Алла Зайцева диплом ĕçне хÿтĕлет. Республикăшăн пĕлтерĕшлĕ дизайн-проекта вăл 10 уйăх хатĕрленĕ. Хăтлăх кÿме Шупашкар районĕнчи Типнер ялне вăл ахальтен суйламан. Никита Бичурин тĕпчевçĕ тăван тăрăхне йĕркене кĕртмелли куçкĕрет. Унти часовня таврашĕнче туристсемшĕн илĕртÿллĕ кĕтес тумалла.  Алла Зайцева проектне  паян тесен паян ĕçе кĕртме пулать, çапла хак пачĕ комисси. Пултаруллă ентешне, Каçал тăрăхĕнчи Хырай Ĕнел пикине, аслă пĕлÿ илнĕ ятпа Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай та саламларĕ.

Çамрăк ÿнерçе Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вĕрентекенĕ Миша Григорян асăрханă. Наци кадрĕсене хатĕрлекен программăпа вăл районсем тăрăх нумай çÿренĕ. Шăпах ун чухне Аллăн пултарулăхĕпе паллашнă. Ăна университетра вĕренме ÿкĕте кĕртнĕ. Алла Зайцеван «пиллĕк» паллăсем кăна, пĕр вăхăтрах дизайн тата живопиç енĕпе пĕлÿ илнĕ вăл.

Алла Зайцева ĕçĕсемпе халĕ университетра çеç мар, ытти çĕрте те паллашма пулать. Чăваш художникĕсен пĕрлĕхĕ йĕркелекен куравсене вăл тăтăшах хутшăнать. Иртнинчи пленэрта унăн  икĕ ĕçне пысăк хак панă. Ятарлă дипломпа чысланă. Алла халĕ малалла вĕренес тĕллевлĕ. Çавăн пекех Типнер ялне тирпей –илем кĕртмелли проект хут çинчен пурнăçа куçасса  шанать.