Шупашкарта федераци проекчĕпе обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртес ĕç малалла пырать

Иртнĕ çул нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене ытларах тимлĕх уйăрнă пулсан, кăçал - парксемпе скверсене. Пурĕ 20 лаптăка тирпейлемелле. Çавăн пекех тĕрлĕ сăлтава пула пĕлтĕр туса пĕтереймен объектсене хута ямалла.
 
Леонид Петров, Оксана Замятина, Вадим Владимиров      

„Октябре 50 çул“ урамра ачасен чуччупа ярăнма малтан черет тăмалла пулнă. Халĕ кунта вăйă хули йĕркеленĕ: баскетбол лаптăкĕ тунă, ÿт-пĕве тĕреклетмелли тренажерсем, ытти хатĕре вырнаçтарнă. Ку тăрăхри 16 нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем ырă улшăнăва 5 çул кĕтнĕ. Çак лаптăка подряд организацийĕн иртнĕ кĕркунне хута ямалла пулнă.  Анчах та строительство вăраха кайнăран, ăна çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче çеç туса пĕтернĕ. Резин сийе хума сивĕ çанталăк кансĕрленĕ, иккен.  Çавăн пекех çынсем асфальт çул сарса пама ыйтнă.

Федераци программипе килĕшÿллĕн, лаптăка тирпей-илем кĕртме укçан 5 процентне хваттер хуçисем пухнă. Çак майпах Лапсар поселокĕнче те юсав тунă. Совхоз урамĕнче çутă тытăмне çĕнетнĕ, тротуарпа вăйă лаптăкне хăтлăлатнă.

Ку картиш Горький тата Гузовский урамĕсенче вырнаçнă. Унта тирпей-илем кĕртнĕ чух подряд организацийĕн çутă тытăмне çĕнетессинче йывăрлăх сиксе тухнă. Çитменнине çывăхри çуртсенче пурăнакансем проекта ырламан.  Вĕсем тротуарсем туса пама ыйтнă. Çĕнетнĕ лаптăксене малашне хула çыннисен хăйсен тата  управляющи компанисен пăхса тăма тивĕ.