12 декабря 2018 12:30   -5°   $66.50 €75.62

11.07.2018 18:02

Шупашкар районĕнчи пĕр хуçалăхра тĕлĕнтермĕш чĕрчунсене ĕрчетме тытăннă

Яранкасси ялĕнче пурăнакан Евгений Майоров альпаккасемпе кăсăкланать. Вĕсене вăл Анапăран илсе килнĕ.  Тĕве йăхĕнчи чĕрчунсем Чăваш Енре хăйсене мĕнле туяççĕ? Вероника Павлова каласа кăтартать.

Вероника Павлова, Владимир Синдеев  

Евгений Майоров альпаккасен сăн укерчĕкĕсене темиçе çул каялла интернетра курнă.   Çавăн хыççăн тĕлĕнтермĕш чĕрчунсене Чăваш Ене илсе килме шутланă. Тепĕр тесен, килти хуçалăх вĕсемсĕр те пуян: кунта павлинсем мăн кăмăллăн уткаласа çÿреççĕ, ахăракан кăвакарчăнсем хăйсен сассипе илĕртеççĕ. Апла пулин те альпаккасем халĕ - тĕп вырăнта. Вĕсем валли Евгений Майоров хăтлă читлĕх йĕркеленĕ. Чĕрчунсене Чăваш Ене илсе килме çăмăл пулман. Темиçе çул каялла арçын пĕрре хăтланса пăхнă, анчах та ăнăçсăр – чĕрчунсене туртса илнĕ. Халĕ малтанхи йăнăшсене шута илсе документсене тĕрĕс хатĕрленĕ. Арçын 3 альпакка кÿрсе килнĕ.  Пĕри, шел пулин те, ватăлнипе вилнĕ. Амисем вара икĕ путек пăранланă. Вĕсене Мартин тата Фаина ятсем панă. Кăнтăр Америкăри чĕрчунсем хăйсене Чăваш Енре лайăх туяççĕ, тет Евгений.

Альпаккасен çăмĕ сурăхсенчен темиçе хут ăшăрах тата шăрши çук. Çавăнпа та ăна тĕнчипех хаклаççĕ. Анчах та Евгений ту чĕрчунĕсене хуçалăхра илемĕшĕн çеç усрать. Пăхма вĕсене ансат.  Читлĕхре шыв тата симĕс курăк пулсан - çителĕклĕ. Анчах та пĕр йывăрлăх пур.

Альпаккасем çемçе кăмăллă пулсан та путекĕсене хÿтĕлеме яланах хатĕр. Кирлĕ пулсан, хуçине те хирĕç тăраççĕ.

Альпаккасемпе ял халăхĕ те кăсăкланать. Вĕсене пăхма инçетрен те килеççĕ. Евгений Майоров тĕлĕнтермĕш чĕрчунсене малалла та ĕрчетес тĕллевлĕ. Çавна май арçын ферма тума палăртать.


проститутки чебоксары