Чăваш Енри 8 шкула ПАЗ маркăллă çĕнĕ автобуссемпе тивĕçтернĕ

Çакăн валли республика хыснинчен 15 ытла миллион тенкĕ  уйăрнă. Тахçантанпа кĕтнĕ парнене тивĕçнисен йышĕнче Шупашкар районĕнчи Атайкасси шкулĕ те.
 
Алиса Александрова, Виктор Степанов
 
Атайкасси шкулне таврари 6 ялтан вĕренме çÿреççĕ. 2017-2018-мĕш вĕренÿ çулĕнче  кунта ăс пухнă 219 ачаран  113-шне автобуспа илсе çÿренĕ. Ачасене турттарма малтан та транспорт пулнă, анчах вĕренекенсен шучĕ ÿснĕрен ĕлкĕрсе пыма йывăрланнă.

«Малашне кулянмалли пулмĕ, ялах килсе илсе килсех яраççĕ ачасене», - теççĕ çак ырă хыпара тахçантанпа кĕтнĕ çынсем.

Аякри 2 ял ачисемсĕр пуçне Явăшран та Атайкассине çÿреме пуçланă ачасем.  Вĕсене те шкул автобусĕ турттарать.

Шкула кăçал уйăрса панă çĕнĕ автобус малтанхин ĕçне самай çăмăллатĕ, тĕрлĕ ăмăрту-конкурса час-часах хутшăнакан ачасене чăрмавсăр илсе çÿреме май парĕ. Авăн уйăхĕнче ĕçе пикенме хатĕрленекен Владислав Филиппов водитель транспорта хак пама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

Сăмах май, малашне саккунпа килĕшÿллĕн шкул автобусĕ тăррине çутă хатĕрĕ вырнаçтармалла, вĕсемпе мĕнле усă курмаллине ятарлă курссенче вĕрентеççĕ. Атайкасси шкул автобусĕн водителĕ те çак пĕлĕве илнĕ.