19 июля 2018 00:59   19°   $62.90 €73.13

10.07.2018 18:16

880 çухрăм - велосипедпа

Никита Тĕнче, нумайăшĕ ăна Васильев хушаматпа пĕлеççĕ, вунпĕр кунра республикăн кашни районĕнче пулса курнă. Çулçÿреве çамрăк мĕншĕн пĕччен тухнă тата ăна хушамат улăштарма мĕн хистенĕ? Вероника Павлова корреспондента каласа кăтартать.
 
Вероника Павлова, Михаил Солин

Никита пилĕк çул каялла хывнă маршрута тепĕр хут парăнтарма шутланă. Каччă пĕрремĕш хут велосипедпа çулçÿреве 2013 çулта тухнă. Ун чухне çакăн пирки никам та пĕлмен. Унтанпа хастар çамрăк ăçта кăна пулса курман пулĕ. Кавказ тата Кăнтăр - Хĕвел тухăçри çĕршывсене тĕпченĕ, пурĕ 50 пине яхăн çухрăм парăнтарнă. Йăлтах икĕ урапаллă тимĕр утпа. Темиçе çул тĕнче касса çÿренĕ хыççăн, республикăри çулçÿрев уçăлма тухнă пек кăна туйăнать, шÿтлет каччă.

Пĕрремĕш чарăну – Çĕнĕ Шупашкарта. Кĕтсе илекенсем хулапа паллаштарчĕç. Малалла каччă Сĕнтĕрвăррине çул тытрĕ. Çÿревçĕн маршрутне кашниех йĕрлеме пултарнă. Никита видео ÿкерсе тата сăн ÿкерчĕксем туса интернета вырнаçтарса пынă. Кашни район-хулара каччăна юлташĕсем кĕтсе илнĕ: хăналанă, илемлĕ вырăнсемпе тата чăваш культурипе паллаштарнă.

Уйрăмах каччăна елчĕксем тĕлĕнтерчĕç. Çÿревçĕпе тĕл пулма халăхпа пĕрле пуçлăхсем те тухнă.

Никита çулçÿревре чи малтанах тавралăхпа киленет. Сăмах май, çанталăк унăн чăтăмлăхне пĕрре мар тĕрĕсленĕ: çумăр айне те лекнĕ, хĕртекен хĕвелтен те хÿтлĕх шыранă.

Хальхинче  Никита республика тăрăх хывнă маршрута пĕчченех парăнтарнă. Юлашки çулçÿревсенче каччăпа пĕрле пулнă мăшăрĕ килĕнче юлнă. Иккен, çамрăксен нумаях пулмасть ача çуралнă. Хĕрне чăваш ятне парасшăн. Никита хăй те Васильев хушамата Тĕнчепе улăштарнă. Вăл çапла майпа хăй чăваш тата тĕнче çынни пулнине кăтартасшăн. Халĕ çемьеллĕ пулин те, пĕр çĕрте тĕпленме иртерех-ха, тет малĕмĕтлĕ каччă. Хĕр пĕрчийĕ кăштах çитĕнсен, хĕвеланăçри çĕршывсене çитсе курма ĕмĕтленеççĕ çамрăксем.