ăваш Енри виçĕ хулара илемлĕ чан сасси янăрарĕ

Вĕсенче «Волжские перезвоны» фестиваль иртрĕ. Уява çĕршыври чан çапакан 14 ăста хутшăнчĕ. Вĕсемпе пĕрле Атăл тăрăх пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çула тухрĕ.
 
Алексей Енейкин, Наталия Егорова, Владимир Синдеев

Шупашкарти юханшыв портĕнчен çула тухнă теплоход янравлă кĕвĕпе Сĕнтĕрвăрри енне çул тытрĕ. Мускав, Архангельск, Ярославль, Питĕр тата ытти хуларан килнĕ фестиваль хăнисемшĕн ку хăйне евĕрлĕ экскурси те пулчĕ. Атăл тăрăх ишсе пынă май вĕсем тавралăхра ырă кĕвĕ сарчĕç. Хăйсен ăсталăхне ыттисене вĕрентрĕç.

Чан çапса шыв чӳхенĕвĕ евĕр илемлĕ кĕвĕ кăларасси çăмăл ĕç мар. Чăнкăртатакан пĕчĕк шăнкăравран пуçласа хулăн саслă чансене пĕр вăхăтра тĕрĕс янратма пысăк ăсталăх кирлĕ. Çавăнпа та ку енĕпе нумайăшĕ ятарлă пĕлӳ илнĕ. Тата кашни пулăмăн хăйĕн сасси. Савăнăçа та, хурлăха та Раççей халăхĕ чан çапса хыпарланă.

Уява 10-12 çулти ачасем те хутшăнчĕç. Мускавран килнĕ Аннапа Мария Дьячковасем сăмахран, Европа шайĕнчи фестивальсенче те пулса курнă. Вĕсен ашшĕ вара чан çапма вĕрентекен халăхсем хушшинчи центрăн ертӳçи. Музыка хатĕрĕпе вылянă евĕр чансене юрлаттаракан ăста уявăн чăн-чăн парни пулчĕ.

Фестивале республикăри «Пулăшма вăхăт» ыркăмăллăх фончĕ йĕркеленĕ. Уяв концерчĕ çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисенче те иртрĕ, Муромри Петрпа Февроние асăнса лартнă палăк умĕнче вĕçленчĕ.