„Тăван халăх йăли-йĕркине хисеплесе упрасси, çĕнетсе аталантарасси пирĕнтен кашнинчен килет“ – теççĕ Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсем. Иван Яковлев Вĕрентекенĕмĕр „Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр“ тесе халалланине асра тытса, ĕлĕкхи мешехесене çирĕп тытса пыраççĕ. Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинче çулсерен ваттисене асăнса Учук ирттереççĕ.
Марина Карягина, Олег Цыпленков
Вырăнти тавра пĕлÿçĕсем архивсенче тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, Чăвашкасси 1600-мĕш çулсенчех йĕркеленнĕ. Ялти йăхсен историне тĕпчесе, вĕсем темиçе çул каялла кĕнеке те кăларнă. Чăвашкассине пуçарса яракансем паттăр тимĕрçĕ Тархан, Шинкарей лашман тата каярах Каçал тăрăхĕнчи Асанкассинчен куçса килнĕ Элментюк пулнă.
Аслисем йăла-йĕркене вĕрентсе пыраççĕ, кĕçĕннисем астуса юлма тăрăшаççĕ. Мăчавăр ял пуçласа яракансенчен кашнинчен уйрăммăн кивĕ масар çинче вĕсен ячĕпе лартнă палăка уçма ирĕк ыйтать. Унтан пурте пĕрле ваттисене асăнаççĕ, „тутлăхра пулăр“ тесе ĕçсе çиеççĕ.
Арçынсем авалтан килекен Учук йăлипе така пусса шÿрпе пĕçернĕ хушăра хĕрарăмсем сĕтел майлаççĕ, яш-кĕрĕм ĕмĕт кантри çыхма каять. Çак кун чăвашкассисемшĕн чун-чĕрене юрă-ташăпа килентересси те ют мар.