Шкулсенче тин вĕренсе тухнă педагогсене кĕтеççĕ

Педагогика университетĕнче хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухакансене чысларĕç. Хăш-пĕр çамрăк профессипе ĕçлеме те пуçланă.
 
Алексей Енейкин, Ирина Ромадова, Вадим Владимиров
 
Педагогика университетĕнчен кăçал куçăн пĕлӳ пухнă 670 çамрăк вĕренсе тухать. Вĕсенчен чи пултаруллисене ырă йăлапа савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç.

Алла диплом илекенсен йышĕнче малалла вĕренме каяс текенсем те, магистратура пĕтерсе профессире тăрăшакансем те пур. Учитель пулма вĕсем чăннипех те чун ыйтнипе вĕреннĕ.

Преподавательсем хăйсен вĕренекенĕсем пирки çĕкленӳллĕ кăмăлпа, мухтанса калаçрĕç. Педагог ĕçне ашшĕ-амăшне, тăван йăла-йĕркене хисеплекен пуян ăс-хакăллă çамрăксем кăна суйланине палăртрĕç. Ку вăл ăруран-ăрăва куçса пыракан чи кирлĕ пахалăх, - терĕç.