19 июля 2018 01:19   19°   $62.90 €73.13

09.07.2018 18:56

Чăваш Енре тивĕçлĕ кану çулне çитнисенчен кашни 5-мĕш ĕçлет

Çакăн çинчен республикăн Ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерстви пĕлтерет. Халĕ çынсем анлă сӳтсе явакан пенси çулне улăштаракан саккун проектне пĕр улшăнусăр йышăнсан, çакă çитес çул республикăра пурăнакансен 1 процентне — пĕтĕмпе 13 пин çынна  пырса тивнине палăртаççĕ ведомствăра.

Ирина Николаева, Игорь  Ульянов

Сатикре çулла та хĕрӳ тапхăр — пĕчĕккисене çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче  хăтлăхпа  тирпейлĕхре  кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Ку ĕçе кунта вăй хуракансем пурте тенĕ пекех явăçнă. 55-ри Галина Семенова чылай хушă суту-илÿре тăрăшнă хыççăн, кăмăлне каякан ĕçех таврăннă. Пенси çулне çитсен те сатикрен кайман.

Çамрăксемпе танлаштарсан, аслă çултисем ĕçсĕр ларни сахалтарах, палăртаççĕ Ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерствинче. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енри ĕçпе тивĕçтерекен центрсене пенси çулне çывхарнă 900-ре яхăн тата тивĕçлĕ канури 600 ытла çын пынă. Вĕсенчен 75 процентне ĕç тупса панă.

Пенси ĕç укçинчен саплашса пынине манмалла маррине палăртать Ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев. Вăл каланă тăрах, тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăта  тăссан — пенси виçине пин тенкĕ ӳстерме пулать. Ĕçпе тивĕçтерекенсем кашни вăй хураканшăн шалун 22 процентне уйăхсерен пенси фондне куçараççĕ. Енчен те маларах пĕр пенсионер пуçне ĕçлекен 4 çын пулнă пулсан, халĕ 2-ĕн çеç. Çывăх вăхăтра, 2000-мĕш çулсенче ача сахал çуралнăран, 1 çын кăна пулĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта тăрăшакан Владимир Краснова пенси çулне ӳстерни хăратмасть.  47-мĕш çул вăл тĕрлĕ организацире водительте вăй хурать. Кĕркунне вăл 66 тултарать.  Пенси çумне ĕç укçи хутшăннипе пĕрлех вăй-хăват пурри ăна кашни кун ĕçе çӳреме хавхалантарать.

Вăхăт таппине кура ĕçпе тивĕçтеркен центрсенче аслă çултисене уйрăм специалист йышăнĕ. Пенси çулне çывхарнисемпе тивĕçлĕ канурисем валли  ятарлă вакансисем уйăрĕç. Унсăр пуçне çĕнĕ ĕçе вĕренме пулăшĕç. Çапла майпа çулталăк пуçланнăранпа 40 çынна çĕнĕ професси алла илнĕ.