Алексей Кокель художник çуралса ÿснĕ яла сăрă ăстисем 12-мĕш хут пленэра пуçтарăнчĕç

Хальччен кунта Раççейĕн тĕрлĕ тăрăхĕнчен, Украинăпа Беларуçрен 130 ÿнерçĕ килсе ĕçленĕ, çулсерен пĕрер хайлавне Кокель ячĕллĕ галерейăна парнелесе хăварнă. Кăçалхи пленэра Патăрьелти искусство шкулне çÿрекенсем те хутшăнаççĕ.

Марина Карягина, Олег Цыпленков

Пленэра уçнă май, Турхан ял администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Еремеев патăрьелсен кăмăлне палăртса „пĕр пуçланă ĕçе тăсма вăй-хал çитересехчĕ-ха“ терĕ. Çул вăл утса пынăçем уçăлса пырать, ăçталла каймаллине хăех кăтартать. Кокель пленэрне пуçарса яракансенчен пĕри Владимир Васильев культурологи докторĕ каланă тăрăх, çулсерен пĕр тĕллев çумне тепри чăмăртаннăран, пуçарнă ĕçĕн уссипе пĕлтерĕшĕ пысăкланни куçкĕрет. Вăл аслă тусĕсенчен ÿкерме вĕренме килнĕ çамрăк йыш çине шанчăкпа пăхать. Районти ÿнер шкулĕн Турханти уйрăмĕн вĕрентекенĕ Валентин Сергеев 1979-мĕш çултанпа кунтан 200-е яхăн çамрăк художник пĕлÿ илнине пĕлтерчĕ. Пленэра пĕлтĕр хутшăннă Александр Федоров ентешĕмĕр шкул музейне пейзаж парнелерĕ. Çĕнĕ Шупашкартан Алексей Кокель пиччĕшĕн мăнукĕсем килнĕ. Вĕсем çĕнĕ музей комплексне тума мĕнпур пĕртăванĕсемпе пуçтарнă укçине парнелерĕç.

Пухăннисем Алексей Кокель 1905, 1919-1920-мĕш çулсенче пурăннă çурт çинчи асăну хăм умне чечек хучĕç. Беларуçрен, Тутарстанран, Мордва республикинчен, Раççейри ытти хуласенчен килсе çитнĕ ÿнерçĕсемшĕн музейра кăсăкли темĕн чухлех. Кунта сăрă ăстин кулленхи пурнăçра усă курнă япалисем, тумтирĕ, мольберчĕ, палитри, аслă çул çине илсе тухнă, Мюнхенпа Венецире чапа тухнă „Чайнăйра“ картинин ĕлки. Тĕп калаçу Кокель пурăннă хуçалăхăн макечĕ умĕнче пулчĕ. Художник пиччĕшĕн 88 çулти мăнукĕ ăçта мĕн вырнаçнине никамран лайăх пĕлет: Виталий Сергеев музейри экспонатсене çĕнĕрен чĕм кĕртрĕ тейĕн. Ял пуçлăхĕ Кокель палăкĕ ăçта пуласса кăтартрĕ. Музей комплексне тума пуçланă та ĕнтĕ. Ку ĕçре тăванĕсен сĕнÿ-канашĕ кашни утăмра тенĕ пекех кирлĕ: вĕсем - Кокель çемйипе çывăх пурăннă тăхăмĕсем.

Район пуçлăхĕ Рудольф Селиванов – малаша курса ĕçлекен ертÿçĕ. Тĕрлĕ регионсенчен Турхан енне ÿнер çулĕ уçни ÿлĕм кунта укçа-тенкĕ илсе килĕ, тет вăл. Инçетрен килекен пултаруллă художниксем ку тăрăхри çут çанталăка, çынсене ĕмĕрлĕх пир çине ÿкерсе парнелесе хăвараççĕ, хăнасемпе пĕрле чăваш халăхĕн ячĕ аякка саланать, унăн культурипе ытларах кăсăкланма пуçлĕç, çитĕнекен ăру илеме хисеплесе, искусство енне туртăнса ÿсĕ. Çакă – Кокель пленэрĕн сăваплă тĕллевĕ.