Çĕрпÿре йăлана кĕнĕ Тихвин ярмăркки иртет

Вăл ялта пурăнакансемшĕн те, хула çыннисемшĕн те кăсăклă. Унта тем те пĕр туянма çеç мар, тĕрлĕ уява хутшăнма та пулать. Пасар речĕсене паян Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитсе курчĕ.

Владимир Тимофеев, Елена Дмитриева, Надежда Андреева, Вадим Владимиров     

Пасар лаптăкĕ пĕр вĕçĕмсĕр сĕрлет. Кунта чăваш, тутар, вырăс юрри-кĕвви илтĕнсе тăрать. Илемлĕ тум-тире вара пăхса тăранаймăн – тытса пăхас килет. Йăлана кĕнĕ йĕркепе, ярмăрккара тĕрлĕ халăх çыннисен картишĕсене йĕркеленĕ. Вĕсемпе хăнасем кăсăклансах паллашрĕç.

Ярмăрккара, яланхи пекех, хуçалăхра кирлĕ япала сутакансем тĕп вырăн йышăнаççĕ.  Елена Соловьева, сăмахран, çăм атăсем ăсталать. Ку ĕçе çемйипех явăçтарнă. Кунне пĕр мăшар сутсан та савăнăç, тет ăста.

Йĕпрен пуçласа выльăх-чĕрлĕх таранах туянма пулать кунта.  Çÿресе ывăнсан - чуччупа ярăнма, тĕрлĕ тупăшăва хутшăнма, концерт пăхма та май пур.  Киров облаçĕнчи пултарулăх ушкăнĕ Çĕрпÿ хулине кашни çулах килет. Артистсем хăйсен ăсталăхне кăтартнипе пĕрлех, иртен-çÿрене вайăсем выляттарса хавхалантараççĕ.

Темиçе куна пыракан ярмăркка программи пуян – наци апат-çимĕçĕн фестивалĕ, ал ĕç ăстисен куравĕ, фольклор ушкăнĕсен концерчĕ, тĕрлĕ ăмăрту тата ытти те. Яланхи пекех çамрăксен каçхи ĕç-пуçĕ шавлă та кăсăклă иртет. Кунта уйрăмах шăматкун çын нумай пуласса кĕтеççĕ.