Йышпа ĕçлеме те, кукăль çиме те аван, теççĕ ку çемьере

Утă  уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раççейре - Çемье, юрату тата  шанчăклăх кунĕ. Çавна халалласа нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене кашни çул «Юратупа шанчăклăхшăн»  орденпа чыслаççĕ.  Çак  наградăна Тăвай районĕнчи Аввакумовсем те тивĕçрĕç. Мăшăр камран ырă тĕслĕх илет тата çемьери юратăва  мĕнле упрать? Аввакумовсем патĕнче хăнара пирĕн пултарулăх ушкăнĕ пулса курчĕ.

Елена Дмитриева, Оксана Замятина, Владимир Синдеев

Людмилапа Леонид Аввакумовсем 40 çула яхăн  туслă пурăнаççĕ. Пур ĕçе те пĕрле тăваççĕ:  пахчара çум çумламалла е картишĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхмалла — яланах пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Çемье тăнăçлăхне нумай çул упраса пурăннăшăн Аввакумовсене кăçал районта «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чыс тунă.

Çемьене упрама ашшĕ-амăшĕнчен вĕреннине пĕлтерчĕ мăшăр. Димитрий Ивановичпа Екатерина Яковлевна пĕрлешни кăçал 70 çул çитет. Вĕсем вăрçă хыççăн  паллашнă.  Димитрий Иванович почтăра ĕçлекен çамрăк хĕре пĕрре курсах килĕштернĕ.

Çемье телейлĕ  пултăр тесен,  пĕр-пĕрне юратмалла, хисеплемелле, пур ĕçре те пулăшса пымалла,  палăртаççĕ ветерансем.

Сумлă мăшăр пĕрле пысăк çурт лартнă, виçĕ ача пăхса ӳстернĕ, вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшнă. Аввакумовсене Тăвай районĕнчи хисеп кĕнекине икĕ хут кĕртнĕ. Леонидпа Людмила вара  хăйсен пĕрремĕш наградине тивĕçнĕ.  Кашни уява Аввакумовсен килне  ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем  пуçтарăнаççĕ. Йышпа ĕçлеме те, кукăль çиме те аван, теççĕ çемьере.