Республикăра саккун пăсса карьерсем тунă темиçе тĕслĕх тупнă

Кĕтӳ çӳренĕ вырăнта хăйăр кăларнă. Ял хуçалăх çĕрĕсен асăрхавĕнче тăрăшакансем Вăрнар районĕнче вăрттăн карьер ĕçне чарса лартнă. Саккуна пăснă çакăн пек тĕслĕх ытти районта та тупса палăртнă. Ăçта май килнĕ унта хăйăр е тăм кăларма мĕншĕн юрамасть? Çакăншăн мĕнле явап тыттарĕç?

Ирина Николаева, Виктор Степанов

Усламçăсем унччен Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ пăхса тăнă çĕр çинче хăйăр кăларса тупăш тунă. 2015 çулта ку лаптăка ял тăрăхне тата пурлăх министерствине куçарнă. Кунта йывăçсем те кашланă, курăк та ешернĕ. Тахăш самантра, ял çыннисем курман чух,  пĕр гектара яхăн çĕр çинче  карьер туса хунă.

Çĕре тара илнĕ «Карьер М» пĕрлешӳ çинчен ялта пурăнакансем илтмен мар. Вăл  районта  хăйăр кăларса сутă тăвассипе  ĕçлет.  Ку тĕллевпе инçех мар саккунпа килĕшӳллĕн карьер та уçнă. Хушма тупăш илес тесе ял хуçалăх çĕрĕсене пăсма та ÿркенмен, курăнать.

Россельхознадзорпа прокуратура иртнĕ уйăхра кунта саккуна пăсса карьер тунине пĕлнĕ.  Хăйăр-тăм кăларассин хăйĕн йĕрки пур. Малтан яваплă ведомствăран лицензи тата ĕçе пуçăнма ирĕк илмелле. Ял хуçалăх  пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче нимĕн те туса илме пулмасан та, унпа тĕллевсĕр усă курма юрамасть.

Юраман çĕрте хăйăр кăларнăшăн пĕрлешÿне 30 пин тенкĕ штраф панă. Çавăн пекех унăн хăйĕн вăйĕпе карьера хупламалла пулать. Чи пĕлтерĕшли - тулăхлă тăпрана вырăнне тавăрса ӳсен-тăран çитĕнтерме юрăхлă тумалла.
„Карьер М“ пĕрлешӳ пĕтĕмпе 22 ытла гектар çĕр тара илнĕ, анчах çурринче çеç тыр-пул туса илет. Тепĕр гектарĕ çинче хăйăр кăларнă пулсан, ыттине хытхура пусса илнĕ. Çавна май пĕрлешÿ ертӳçине те çĕрпе тĕллевлĕ усă курманшăн 25 пин тенкĕ штраф панă. Çум ăшне путнă уй-хире вара пусă çаврăнăшне кĕртме хушнă. Малашне çĕрпе мĕнле усă курнине яваплă ведомствăра ĕçлекенсемпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ асăрхасах тăма шантарчĕç.