Шупашкарти тĕпрен çĕнелнĕ „Олимпийский“ стадионта пĕрремĕш пĕлтерĕшлĕ турнир иртрĕ

Çăмăл атлетсем 1956-мĕш çулти Олимп ваййисен бронза призерне Ардалион Игнатьева халалланă уçă турнирта тупăшрĕç.
 
Владимир Тимофеев, Вячеслав Ильин, Семен Антонов 

Тĕп стадионта халĕ куçа савăнтаракан  ÿкерчĕк: ем-ешĕл  çăра газон, чупмалли тикĕс те меллĕ çулсем. Çĕнĕ майсем, паллах, спортсменсен кăтартăвĕсене те лайăх витĕм кÿчĕç. Малтанах хăйсен ăсталăхне чупакансем кăтартрĕç. Пин те 500 метрлă дистанцире пирĕн республикăри тĕнче класлă спорт мастерĕ Екатерина Ишова тата  Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекен Александр Васильев çĕнтерчĕç.

Çĕнетнĕ  стадионта атлетсене пĕрремĕш хут йышăнчĕç. Пурĕ 12  енĕпе çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Чи кăсăкли мухтавлă ентешĕн юратнă инçĕшне – 400 метра чупасси пулчĕ. Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ Ардалион Игнатьев шăпах çак дистанцире Чăваш Еншĕн пĕрремĕш Олимп медалĕ çĕнсе илнĕ.

400 метра чупса хĕрарăмсенчен пĕрремĕш вырăна Пермь тăрăхĕнчи Лилия Габдулина тухрĕ, арçынсенчен ылтăн медале Мордва республкинчи Алексей Юнаев  тивĕçрĕ. Ку вăл çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ умĕн вăйсене тĕрĕслемелли турнир пулчĕ. Çĕршыври тĕп стартсем кăçал Хусанта  иртеççĕ. Çапах та çитес çул çăмăл атлетика чемпионатне, ытти çулти пекех, каллех Шупашкарта йĕркелессе шанаççĕ республикăра.