26 сентября 2018 09:23   8°   $65.82 €77.38

06.07.2018 18:02

Елчĕк районĕнчи Патреккелти сатикре вылямалли лаптăка çĕнетнĕ

Тасалăхпа илем конкурсĕнче çĕнтернĕ укçа тавралăха тата хăтлăрах тума пулăшать. Елчĕк районĕнче çĕршыв шайĕнче выляса илнĕ грантпа ялсене капăрлатаççĕ.

Алексей Енейкин, Семен Антонов

Патреккелти ача сатне çӳрекенсем çак кунсенче уйрăмах савăнăçлă. Нумай пулмасть кунти вылямалли лаптăка çĕнĕ хатĕрсемпе пуянлатнă. Тăвайкки, чуччу, таканкки тата сывлăха çирĕплетмелли ытти çĕнĕлĕх вырнаçтарнă.
Малтанхи вылямалли лаптăк тахçанах кивелнĕ пулнă. Ачасем ашшĕ-амăшĕ тунă хатĕрсем çинче ярăннă. Сатик картишне ял халăхĕ çулсерен хăй вăйĕпех юсаса тăнă.

Патреккел сатикĕнче халĕ 48 ача ăс пухать. Вылямалли çĕнĕ хатĕрсем вĕсене туллин аталанма май параççĕ. Елчĕк ял тăрăхĕ çĕнсе илнĕ 800 пин тенкĕлĕх грант чылай ĕç тума пулăшнă. Кану паркĕпе ача-пăча вылямалли темиçе лаптăка çĕнетнĕ, тренажерсем вырнаçтарнă. Ырă улшăнусем вĕçленмен-ха.

Районта ачасене вылямалли тата сывлăха çирĕплетмелли хатĕрсем вырнаçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ыранхи ял пуласлăхĕ шăпах паян сатике çӳрекенсен аллинче пулнине лайăх чухлаççĕ елчĕксем.


проститутки чебоксары