Республикăра уртаракан чиртен сыхланса чĕр чунсене эмел параççĕ

Канаш районĕнче çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнчен уртаракан чире пула карантин пырать. Сахалтан та 2 уйăх унтан тискер чĕр чунсене  илсе тухма чарнă. Çакă - республикăри кăçалхи 2-мĕш тĕслĕх. Иртнĕ эрнере çеç Çĕмĕрле районĕнче карантин йĕркине пĕтернĕ. Халĕ республикăра тискер чĕр чунсем пурăнакан вырăнсенче вакцина хурас ĕç пырать.

Ирина Николаева, Виктор Степанов

Вăрнар тăрăхĕнче иртнĕ 3 çулта уртаракан чир алхасман. Çакна ветеринарсем тилĕсене вакцинациленипе çыхăнтараççĕ. Ку тĕллевпе çулталăк пуçланнăранпа района  800 доза им-çам уйăрнă.  Тискер чĕр чуна илĕртекен 30 грамм апат ăшне  вакцинăллă капсула вырнаçтарнă. Çавна çинĕ тилĕн 3 эрнерен уртаракан чире хирĕç иммунитет çирĕпленет.

Сунарçăсем халĕ уртаракан чиртен вакцина памалли ăнăçлă самант пулнине палăртаççĕ: шăпах çак вăхăтра тилĕ çурисем йăваран тухаççĕ. Эмеле ветеринарсем çулталăкне 3 хут валеçеççĕ: çулласăр пуçне çуркунне - тилĕ туйĕ пуçлансан, тата кĕркунне - аталаннă çурасем йĕри-тавра саланма тытăнсан. Республикăра кăçал пĕтĕмпе 50 пин доза вакцина хурса тухма палăртнă.  Çуррине усă курнăпа пĕрех. Ыттине кĕркунне кӳрсе килмелле.

Вакцинăна тилĕ йăвисене, вăрман хĕррипе, сукмак айккисемпе хурса тухаççĕ. Вăл вырăнсене çитес çул валли ятарлă картта çинче палăртаççĕ. Тилĕ тытакансене вара укçа тӳлеççĕ.

Ветеринарсем тискер чĕр чуна çеç мар, килти выльăха та: ĕне-лашаран пуçласа йытă-кушак таранах уртаракан чиртен вакцинацилеме май пуррине аса илтереççĕ.