Тĕп хулара ятарлă программăпа балконсене юсаççĕ

Шупашкарта çынсен пурăнмалли майĕсене лайăхлатмалли хула программи малалла пурнăçланать. Çак кунсенче нумай хваттерлĕ çуртсен балконĕсене çĕнетес ĕçĕн кăçалхи тапхăрĕ пуçланчĕ.

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев

Шупашкарта балконсене юсамалли программа 2014 çултанпа ĕçлет. 5 çулта 33 нумай хваттерлĕ çурт сăн-сăпачĕ улшăннă. Ку тĕллевпе 63 млн тенкĕ тăккаланă. Кăçал вара Ленин районĕнчи тепĕр 6 çурт балконĕсене çĕнетме палăртнă.

Гагарин урамĕнчи 3-мĕш çуртра пурăнакансем те хăйсен пÿртне юсасса чылай çул кĕтнĕ. Ĕçе васкатса тăтăшах пуçлăхсем патне çӳренĕ. Кăçал балконсене çĕнетессине шăпах вĕсенчен тытăннă.

Çумăр çунипех витĕр йĕпенсе тăнă балконсем тахçанах тĕпренме тытăннă. Халĕ вĕсене тĕплĕ юсаççĕ.

Çывăх вăхăтра Шупашкарти тепĕр 5 çуртри балконсене çĕнетмелле. Вĕсем - Энгельс урамĕнчи 18-мĕш, Ленин проспектĕнчи 44-мĕш, Николаев урамĕнчи 3-мĕш тата Дзержински урамĕнчи 16-па 31-мĕш çуртсем. Çакăн валли 10 миллион тенкĕ уйăраççĕ.

Балконсене çĕнетнĕшĕн 25 процентне хваттер хуçисем хăйсем тӳлеççĕ. Вăтамран 18 пин тенкĕ.