Сывă пурнăç йĕркипе туслă пулма хавхалантарчĕç

Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре Пĕтĕм Раççейри Олимп кунне паллă турĕç. Кăçал ăна Аргентинăра кĕркунне пулакан Çамрăксен олимп вăййисене халалларĕç.
 
Надежда Александрова, Вячеслав Ильин, Семен Антонов   

Уяв зарядкăран пуçланчĕ. Пин çурă ытла çын сывлăхне тĕнче шайĕнчи спорт çăлтăрĕсемпе çирĕплетрĕ. Вĕсен йышĕнче - биатлон енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ Татьяна Акимова, Елена Николаева тата Валентина Егорова Олимп чемпионĕсем, Олимп вăййисен призерĕ Владимир Андреев, тăватă çулта пĕрре пулакан ăмăртусене хутшăннă Алина Ивановапа Лана Прусакова. Зарядка хыççăн кам велосипедпа, кам роллерпа чупăва хутшăнчĕ. Колоннăна Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Олимп кунĕн уйрăмлăхĕ - кашниех хăйне тĕрлĕ спортра тĕрĕслесе пăхма пултарни. Çапла майпа фристайл тренерĕ Надежда Сабурова фехтовани тумне тăхăнса курчĕ. Хăвăрт утас енĕпе Олимп чемпионĕ Елена Николаева ал çирĕплĕхĕпе куç çивĕчлĕхне лазерлĕ пистолетпа тĕл персе тĕрĕслесе пăхрĕ. Çын уйрăмах вара футбол лаптăкĕнче йышлă пулчĕ. Унта республикăри футбол шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Урамри баскетбол лаптăкĕ те пушă тăмарĕ. Çак вăййа 2020 çулта Токиора пулакан Олимпидăн программине кĕртнĕ. Çавăнпа та ку спорта суйлакан арçын ачасемпе хĕрачасен шучĕ ӳссех пырать.

Олимп кунĕнче çавăн пекех хăйсен ăсталăхне ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем, боксерсем, рок-н-ролл ташлакансем тата ыттисем те кăтартрĕç. Курма пынисене хăйсем пекех сывă пурнăç йĕркипе туслă пулма хавхалантарчĕç.