Шупашкар районĕнче пĕве юсаймаççĕ

Республикăри пĕвесене, тĕпрен илсен, ял тăрăхĕсен пăхса тăмалла. Çакăн валли вара чылай чухне вырăнти хыснара укçа-тенкĕ çук. Çавна пулах шыв объекчĕсем юхăнаççĕ. Çулла пĕвесемпе çыхăннă ыйту уйрăмах çивĕчленет. Нумай пулмасть эпир çĕрпÿсен нуши пирки каласа кăтартнăччĕ. Халĕ - Шупашкар районĕнчи Мамка ял тăрăхĕнче пĕвене юсаймаççĕ. Мĕншĕн тесен унăн хуçи çук. Вероника Павлова каласа кăтартать.

Вероника Павлова, Владимир Синдеев

Ку пĕве шăпи çынсене нумай çул ĕнтĕ канăç памасть. Мамкасен нушине эпир те пĕлетпĕр. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ кунта çулталăк каялла пулнăччĕ. Ун чухне вырăнти пуçлăхсемпе çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствинчи специалистсем ыйтăва татса пама шантарнăччĕ.

Мамка ял тăрăхĕнчи плотинана иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче тунă. Пĕвепе малтан колхоз усă курнă, 80-мĕш çулсенче çак тăрăхра пахчаçăсен «Рябинушка» юлташлăхĕ никĕсленнĕ. Çынсем пĕве шывĕпе пахчасене шăварнă. Вăхăт иртнĕçем вăл юхăнса пынă.

Пĕр çул шыв шахтине ял тăрăхĕн вăйĕпе юсаса пăхнă. Çапах та тăрăшни нумайлăха пыман.  

Шанăç çухатнă çынсем ăçта кăна пулман, мĕнле кăна çыру çырман пулĕ. Анчах та пулăшу хут çинче çеç, теççĕ çынсем.

Ку ыйтупа эпир район администрацине те çитрĕмĕр. Иккен, Мамка ялĕнчи пĕвен хуçи çук.

Чăваш Енре халĕ 3 000 ытла пĕве шутланать, çав вăхăтрах çур пинĕпе çеç тĕллевлĕ усă кураççĕ. Мамкари шыв шахтине юсама район е республика хыснинчен укçа уйăрма пулмасть, иккен.
 
Çапла вара мамкасен пĕвене хăйсен вăйĕпе юсамалла пулса тухать. Çакăн валли 100 пин тенкĕ кирлĕ, теççĕ район администрацийĕнче. Пуçлăхсем хăйсен енчен шанчăклă подрядчике тупма шантарчĕç. Пахчаçăсемшĕн ку пысăк укçа. Çапах та халăхпа канашласа пăхма шантарчĕç вĕсем.