Республикăра хурт-кăпшанкă ĕрчемелли майсем лайăх пулнине асăрхаттараççĕ

Лайăх тухăç  илес тесен, ӳсен-тăранпа пахча-çимĕçе асăрхасах тăмалла: хурт-кăпшанкăпа чир-чĕртен сыхламалла, çум-курăкран тасатмалла. Раççей ял хуçалăх центрĕн республикăри филиалĕнче тăрăшакансем ку тĕллевпе уй-хирте фитомониторинг ирттереççĕ. Тĕрĕслевсенчен пĕрне пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те хутшăнчĕ.
 
Ирина Николаева, Виктор Степанов

Çак  хуçалăх уйĕсенче трипспа швед шăнине тупса палăртнă - вĕсен йышĕ хальлĕхе хăрушлăх кӳмест. Шăрăх пулнипе трипс республикипех сарăлнă. Чăваш Енри мĕн пур лаптăкăн 20 процентĕнче çак хурт-кăпшанкă йышлă пулнине тупса палăртнă. Вăл тыр-пул тухăçĕн пĕрре виççĕмĕш пайне тĕп тума пултарать. Кăçалхи çанталăк курăк пыйтине те ĕрчеме ăнăçлă, теççĕ агрономсем. Çĕр ĕçченĕн лайăх тухăç илес тесен сыхă пулмалла. 
Колорадо нăрри çĕр улмине çулсерен тапăнать. Халиччен вĕсем хурт кăларса ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Çĕр улми çеçки вăхăтсăр сарăхма пуçлани ăна фитофтор чирĕ аптратнине пĕлтерет. Унтан сыхланас тесен, йăрансен хушшине 70 сантиметр сарлакăш тума сĕнеççĕ.

Им-çампа усă курса çитĕнтернĕ тухăç этем сывлăхне сиен кӳменнине палăртаççĕ специалистсем. Вĕсем каланă тăрăх, кашни культурăн хăйĕн ӳсмелли тапхăрĕ пур тата им-çам çумăрпа пĕтнине те шута илмелле.