Шупашкарта Раççейри 40 регионти ал ĕç ăстисен пултарулăхĕпе паллашма пулать

Çĕршыв шайĕнчи «Молодые дарования» курава кăçалхипе 28-мĕш хут йĕркеленĕ. Пирĕн тăрăхра ăна пуçласа ирттереççĕ. Экспонатсем Хальхи ӳнер центрĕнче харăсах 6 пӳлĕм йышăнаççĕ.

Ирина Николаева, Лидия Галактионова, Игорь Ульянов

Ал ĕç ăстисен  пултарулăхĕпе паллашма пынисене малтанхи кунсенче чăваш юрри-ташшипе кĕтсе илчĕç. Кунта хохломапа городец эрешĕсем, Скопинскпа Псков керамики, Вологдапа Елец чĕнтĕрĕ, Иваново, Рязань, мордва тата, паллах, чăваш тĕррисем. Халăх теттисем те тĕрлĕрен пулаççĕ иккен: йăлана кĕнĕ дымковпа пĕрле Романов тата Кивĕ Оскол тăрăхĕнче пуçарса янисем. «Молодые дарования» курава 1990-мĕш çултанпа  Раççей культура министерстви пулăшнипе çĕршыври халăх ал ĕç ăстисен пĕрлешĕвĕ ирттерет.

Ал ĕç ăстисен куравĕн сумĕ ӳссе пырать. Маçтăрсенчен чылайăшĕ унта çултан çул хутшăнать. Владимир облаçĕнчи Оксана Шевцова пурçăн сăрласа капăрлатать. Хăй тунă илемпе ыттисем кăсăкланни ăна хавхалантарать. Маçтăрсем куравра ăсталăхăн вăрттăнлăхĕпе паллаштараççĕ. Чулхула тăрăхĕнчи Елена Жидяйкина, калăпăр, ачасене вырăс матрешкине илемлетме вĕрентет. Вăрнар районĕнче çуралса ӳснĕ Надежда Степанова хурăн хуппипе ĕçлеме ăста.

Курава йĕркелекенсем çапла майпа халăх ăсталăхĕ ăруран ăрăва куçса пырасса шанаççĕ. Çавăнпа уйрăмах палăрнă маçтăрсене  ятарлă стипенди парса чыслаççĕ.