Çынна путасран çăлакана виçĕ çул иртсен чыслама йышăннă

Красноармейски районĕнчи Пайсупинра пурăнакан Елизавета Сергеева Раççей патшалăх наградине - «Вилекенсене çăлнăшăн» медале тивĕçнĕ. Кун пирки çĕршыв президенчĕ Владимир Путин Указ алă пуснă. Хĕрарăм мĕнле хăюлăх кăтартнине Алексей Енейкин пĕлет.
 
Алексей Енейкин, Михаил Солин

Ку ĕç-пуç 3 çул каяллах пулнă. Пайсупин ялĕнчи пĕр хĕрарăм нумай пулмасть экскаваторпа тарăнлатнă пĕверен кăвакалĕсене кăларас тенĕ. Сивĕ çанталăка пăхмасăр кайăк-кĕшĕке хăвалама шыва кĕнĕ. Чăнкă çыранран шуса ӳкнĕ те, путма пуçланă. Çитменнине урисене шăнăр туртса лартнă. Çакна пĕве умĕнчи çуртра пурăнакан Елизавета Сергеева асăрханă.

Елизавета Афанасьевна чупнă май яла отпуска килнĕ ачисене кăшкăрса хăварнă.

Вăл вăхăта путакан хĕрарăм тăнне те çухатнă. Кашни çеккунт шутра пулнă. Елизавета Сергеева шыв çăтса тултарнăскере çӳçрен ярса илсе çыран хĕрринелле туртнă.

- Пĕччен пулсан, путакана шывран ниепле те туртса кăлараймастăмччĕ, - тет хăюллă хĕрарăм. Çăлавçăсем ун хыççăн та çухалса кайман, инкеке лекнĕ çынна çийĕнчех пĕрремĕш пулăшу панă, сывлаттарса янă.  Кĕçех тухтăрсем те çитнĕ. Елизавета Афанасьевна вара хăйне паян та паттăр тесе шутламасть.