Пурăннă пулсан Чăваш халăх поэчĕ Георгий Ефимов 90 çул тултарнă пулĕччĕ

Сăвăç пуян та тулли кунçул пурăнса ирттернĕ, 60 ытла прозăпа поэзи кĕнеки кăларнă, вырăс тата тĕнче литературин çÿллĕ шайри хайлавĕсене чăвашла куçарнă. Литература музейĕнче поэт пултарулăхне халалланă асилÿ каçĕ иртрĕ.

Марина Карягина, Семен Антонов           

Асилÿ каçне пухăннисене литература музейĕн ĕçченĕсем чи малтан Георгий Ефимов пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕç, поэта халалланă „Ыр кăмăлтан...“ çÿлĕкпе паллаштарчĕç. Канаш районĕнчи Малти Ăнтавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ сăвăç пĕчĕклех сăмахлăхпа ÿнер енне туртăннă. Вăтам пĕлÿ илсен тÿрех Шупашкарти академи драма театрĕ çумĕнчи студире вĕренме пуçланă, ун хыççăн Мускаври литература институтне кĕнĕ. Çĕршыври чаплă аслă шкулта вĕренни çут çанталăк панинчен ытла пултарулăх хушса памасть, паллах, анчах çирĕммĕш ĕмĕрĕн пысăк çыравçисем хушшинче пурăнни, тĕп хулан вăрçă хыççăнхи çĕнĕ пурнăç тăвас хевтеллĕ сывлăшĕпе сывлани сăвăç аталанăвне хăйĕн тÿпине хывнах.

Георгий Ефимов Мускавран таврăнсан Чăваш патшалăх кĕнеке издательствинче редактор, çыравçăсен пĕрлĕхĕнче консультант пулса ĕçленĕ. Унтан сакăр çул „Ялав“ журналăн редакторĕ пулнă, каярах унта поэзи пайне ертсе пынă. Юрий Сементер Чăваш халăх поэчĕ ĕçтешне ăшă сăмахсемпе аса илчĕ, уйрăмах çамрăксене çул уçса панишĕн ырларĕ.

Поэтпа юнашар ĕçлесе пурăннă, халĕ хăйсем те Чăваш халăх писателĕ пулса тăнă хастар çыравçăсем Георгий Андреевича пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнăшăн тав турĕç, халал сăввисене вуларĕç. Канаш районĕн культура керменĕ çумĕнчи „Ентешсем“ ушкăн асилÿ каçне Георгий Ефимов сăввисемпе çырнă юрăсене юрласа илем кÿчĕ.