Çĕрпÿ районĕнчи Кăкарта пĕве татăлса каясран шикленеççĕ

«Ялĕ пĕчĕк пулин те йывăрлăхĕ нумай», - теççĕ Çĕрпÿ районĕнчи Кăкарта пурăнакансем. Унта дамба ишĕлме пуçланă.  Шыв-шур вăхăтĕнче пĕве татăлса каясран, яла пĕрлештерекен çул пĕтесрен хăраççĕ çынсем. Вĕсене хăçан, кам тата мĕнле майпа пулăшĕ? Ыйтусен хуравне кăкарсемпе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ шырарĕ.

Алиса Александрова, Владимир Синдеев

Хĕлле ялта - 12, çулла 20 ытла килте пурăнаççĕ. Çак кĕпер урамăн иккĕ енне пĕрлештерет. «Кĕркунне-çуркунне каçса çÿреме кансĕр пулни пĕрре, пĕве пачах татăлса кайсан мĕн тумалла?» - теççĕ çынсем.  Кашни çуркунне шарласа юхакан шыв пăрăхсене, валака вырăнтан хускатать.

Ял çыннисем каланă тăрăх, строительсем кĕрхи çумăрсем пуçлансан çеç пăрăхсене вырнаçтарма килнĕ. Темĕнле хăйсем кăна ăнланакан технологипе ĕçленĕ.

Çиелтен тунă япалан усси нумая пыман: тепĕр темиçе кунтанах пăрăхсем анса выртнă, шыв-шур вара строительсен ĕçне юхтарса кайнă.

Çак çивĕч ыйту хуравне пĕлес тесе эпир Йĕкĕрвар ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе телефонпа çыхăнтăмăр. Вăл пĕвене юсама шантарчĕ. Çавăн пекех пуçлăх кăçал ялти çула та йĕркене кĕртессине палăртрĕ.