Мĕн пур ĕçе – халăхпа пĕрле

Вăрнар районĕнчи пуканкассисен çакнашкал ырă йăла пур. Ялта тирпей-илем кĕртмелле е уяв ирттермелле – никам та айккинче юлмасть. Пуканкасси пурнăçĕпе сюжетра паллаштаратпăр. 
           
Екатерина Фомина, Семён Антонов

Ялта килĕшÿ пулсан,  ĕç те ăнса пырать. Çакна Пуканкассинче пурăнакансем хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетеççĕ. Тăватă çул каялла кунти хастарсем ял канашне йĕркеленĕ. Ăна ертсе пыма Виктор Анисимова суйланă. Пĕрле пухăнса çынсем ялта мĕн тумаллине татса параççĕ. Вăрçăра пуç хунисене тата хыпарсăр çухалнисене асăнса лартнă палăка кăçал çĕннипе улăштарнă. Ку пысăк та пархатарлă ĕçе кашни çын хастар хутшăннă. Малтан нимелле укçа пуçтарнă, унтан ушкăнпа палăка вырнаçтарнă, ун таврашне тирпейленĕ.

Ял çынни ытларах çĕр ĕçĕпе пурăнать. Сăмах май, Пуканкасси таврашĕнче хытхура ашкăрса ларакан лаптăк çук. Пай çĕрĕсемпе  тухăçлă усă кураççĕ. Тыр-пул, çĕр улми, пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ.

Ĕçлеме çеç мар, савăнма та пĕлет Пуканкасси халăхĕ. Кăçал, акă, ял уявне йĕркелес тенĕ.

Уява пухăннисене пултарулăх ушкăнĕсем ăмăртмалла тенĕ пек юрă-ташă парнелерĕç. Ял çыннисем те маттур пулчĕç. Пĕрисем хăйсем çырнă сăвăсене вуларĕç, теприсем юрларĕç, камитсем кăтартрĕç. 91 çулти вăрçă ветеранĕ Виктор  Анисимов та сăмах илчĕ.

Ал ăстисен куравĕпе кăсăкланса паллашрĕç уяв хăнисем. Пуканкассинче хĕрарăмсем ĕçсĕр ларманни куçкĕрет. Тĕрленĕ, çыхнă, вĕтĕ шăрçаран хатĕрленĕ япаласем пĕри тепринчен хитререх.

Пуканкассинче юрра-ташша ăста çын  нумай. Хăй вăхăтĕнче ялта „Чашма” фольклор ушкăнĕ пулнă. Анчах икĕ çул каялла ялти клуб ĕçлеме пăрахнăран вăл саланнă. Ăна халĕ çынсем çĕнĕрен пуçтарас тĕллевлĕ. Хуçасăр юлнă клуб çуртне те ял канашĕн хастарĕсем хăй хÿттине илнĕ. Уяв тĕлне ăна тул енчен сăрласа илемлетнĕ. Халĕ пуканкассисем çурта тĕпрен юсама тĕллев лартнă. Çакна тума халăх пуçарăвне ĕçе кĕртмелли республика программи пулăшасса шанаççĕ.  Ял уявне вара йăлана кĕртесшĕн пуканкассисем. Ĕçре те, канура пĕрле пулмалла, - теççĕ вĕсем.