Паян - Çул-йĕр патшалăх инспекторĕсен професси кунĕ

Вĕсен ĕçĕ яваплă та йывăр. Сивĕ-и е шăрăх, уяв е ахаль кун – яланах сыхă тăмалла. Паян – Çул-йĕр патшалăх хăрушсăрлăх инспекцийĕнче ĕçлекенсен професси уявĕ. Ведомствăна йĕркеленĕренпе 82 çул çитрĕ. Çул-йĕр инспекторĕн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки - пирĕн сюжетра.
 
Надежда Александрова, Анастасия Евгеньева, Михаил Солин  
                                           
Машинăн страховани вăхăчĕ тухни, пиçиххисемпе çыхăнмасăр çӳрени, фарăсене çутманни – водительсем йĕркене пăсни уйрăм батальон взвочĕн командирĕн Алексей Микейкинăн сменинче сахал мар пуçтарăнать. Çул çинче чи пысăк хăрушлăх кăларса тăратакансем вара - хăвăртлăха ÿстерекенсем. Вĕсене Алексей Микейкин машинран кăна мар, сăнран та уйăрса илет. Сăмахран, çак БМВ водителĕ светофорăн хĕрлĕ çути çине кĕрсе кайма та, хирĕçле çул çине тухма та, пиçиххипе çыхăнмасăр е туртса илнĕ правапа çӳреме те хăнăхнă. Кăçал кăна ăна 3 хут тытса чарнă.

Ку вăл - патруль машинин видеорегистраторĕ ӳкернĕ кадрсем. Руль умĕнче - Алексей Микейкин. Вăл тăрăшнипе пĕр ÿсĕр водителе нумай хăваланă хыççăн тытса чараççĕ.

Алексея ытларах çĕрле ĕçлеме килĕшет. Шăпах каç пулсан йĕркене пăсакан нумайланать. Патшалăх автоинспекцийĕнче вăл 15 çул ĕнтĕ тăрăшть. Хăйĕн пурнăçне йĕрке хуралĕпе çыхăнтарассине шкулта вĕреннĕ чухнех пĕлнĕ. Чăн-чăн инспектор пулма çăмăл маррине калать Алексей. Унăн çынсене хăратакан мар, пулăшакан пулмалла.

Çул-йĕр инспекторĕн ĕçĕ йывăр, тепре чухне пурнăçшăн хăрушă, çапах та çынсене çав тери кирлĕ. Çавăнпа ăна Алексей нимĕнле профессипе те ылмаштарма килĕшмен пулĕччĕ.