Шуршăлта Андриян Николаева асăнса митинг иртрĕ

Паян чăвашсен мухтавлă ывăлĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев пурнăçран уйрăлнăранпа 14 сул çитрĕ. Çавна май летчик-космонавтăн тăван ялĕнче ― Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта асăну митингĕ иртрĕ.

Алексей Енейкин, Павел Иритков

Шуршăлти «Çутă çăл» ушкăн хăнасене Андриян Николаевăн юратнă юррипе кĕтсе илчĕ. Çак кун космонавтăн асăну комплексĕнче яланах халăх йышлă пухăнать. Мухтавлă кăйкăрăн ырă ятне асăнса унăн вил тăприйĕ çине чечексем хураççĕ, ырă ĕçĕсене аса илеççĕ.

Асăну кунĕ ырă ĕç тăвассипе те йăлара. Уйрăм çынсем тăрăшнипе музей çумĕнчи сат пахчинче çĕнĕ фонтан хута кайрĕ.  Ăна  çĕршыври мĕн пур космонавтпа паллаштаракан комплекс варринче хĕвел евĕр вырнаçтарнă.
Кунта халĕ куçса çӳрекен космонавтика музейĕ те ĕçлет. Паха пурлăха упракансем экспонатсемпе Чăваш Енри ял-хуласене кăна мар, ытти региона та тухса çӳреме пуçласшăн. Асăну комплексĕ, чăнах та, пуянлансах пырать. Çак пысăках мар планетарий ачасемшĕн пысăк савăнăç. Кунтах çĕнĕ йышши хăватлă телескоп та пур. Андриян Григорьевич çуралса ÿснĕ çĕр çитĕнекен ăрăва тăван çĕршыва чунтан юратма вĕрентекен хăватлă выран пулмалла терĕç пухăннисем.  Поэтсем вара мухтавлă ентешĕмĕре халалласа халĕ те сăвăсем шăрçалаççĕ.