Анатолий Никитин композитор 70 çулхи юбилейне паллă турĕ

Анатолий Никитин композитора республикăра сăнран палламан çын тупăнсан та, унăн юррисене илтменни çуках. Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ çавра çулне „Юррăма парнелеп халăха“ концертпа паллă турĕ.

Марина Карягина

Анатолий Никитин – халăх кăмăлне туйса ĕçлекен композитор. Уяв концерчĕ вăл çăкăра сума суса çырнă юрăран пуçланчĕ. 500-е яхăн хайлавран чылайăшĕ халăхăнни пек пулса кайнă. Вĕсене куракансем патне çитерес тесе вĕри чунлă та хастар Анатолий Никитин Ĕпхÿре вĕреннĕ вăхăтра „Нарспи“, Шупашкара таврăнсан „Янташ“ ушкăнсем йĕркеленĕ, хăй пĕччен те, мăшăрĕпе пĕрле те юрлать. Унăн тĕллевĕ - тăван ÿнерте çĕнĕ ятсем уçасси, чăваш юрри-кĕввине халăх хушшинче сарса юратма хăнăхтарасси.

Ентешĕсем Анатолий Никитина пысăка хурса хаклаççĕ. 50 çул туртарнă чухне вăрнарсем нимелле пуçтарăнса паллă композитора çăмăл машина парнеленĕччĕ. Халĕ те ватти-вĕттине килĕшекен юррисемшĕн тав турĕç, хĕрÿллĕ сăмахсем каларĕç.

Чăваш композиторĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи „Анатолий Никитин 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче чăваш музыкине çĕнĕ витĕм кÿчĕ“ тесе палăртрĕ.

Анатолипе Надежда Никитинсем 25 çул каялла çамрăксен „Янташ“ ансамблĕсĕр пуçне Шупашкарти 50-мĕш шкулта ачасен „Шевле“ ушкăнне йĕркелесе янă, унта „Чăваш сăмахĕ - музыкăра“ проектпа ĕçленĕ. Вĕсен кашни пуçарăвне ырласа, мăшăра хавхалантарса пынă ун чухнехи директор „Çав вăхăтра вĕреннĕ тĕрлĕ халăх ачисем чăваш халăхĕн мĕнпур пуянлăхне ăша илейрĕç“, - терĕ. Композитора 70 çул тултарнă ятпа саламлама çĕршывĕпех саланнă шăллĕ-йăмăкĕ те, вĕсен ачисемпе мăнукĕсем те килсе çитнĕ. Вĕсем пурте кунçулне кĕвĕ-çемĕпе çыхăнтарнă иккен. Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕрентекен йăмăкĕ, Людмила Журавлева, куракансене балалайка каласа савăнтарчĕ. 34 çул пĕрле пурăнакан Надежда Ивановна мăшăрĕ, сцена çине те пĕрле тухаканскер – композиторшăн пултарулăх çулне çутатса пыракан çăлтăр пекех.